Вăрмар районĕ: вăрман пуянлăхĕ - кăмпа тĕнчи

Каçсем татах та вăрăмланчĕç,

 

Пĕвесенче чупать сив хум.

 

Ем – ешĕл йывăçсем тумланчĕç

 

Кĕр çитнипе сап – сарă тум.

 

 

 

Çуллахи ăшă, хĕвеллĕ çанталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Тăван тавралăхăн сăнĕ те урăхла ĕнтĕ. Йывăçсенчен чылайĕшĕ сарă, хĕрлĕ, кĕрен, хăмăр сăрăсемпе илемленсе пырать. Уй – хирте симĕс кавире сарă тĕспе улăштарчĕ. Çапла ĕнтĕ халĕ таврара кĕркунне хуçаланать.  Кĕрхи уйăх апат çимĕçрен пуян, кăна эпир кашниех пĕлетпĕр. Çавăнпа та çак вăхăта «Кĕр мăнтăрĕ» тесе каланă. Авăн уйăхĕнче вăрманта кăмпасем тухсах тăраççĕ. «Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер» - мĕн - ши вăл; Тупсăмĕ вара Кăмпа. Авăн уйăхĕн 18 – мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан Центр ĕçченĕсем: Александрова Н.И., Малинкова Т.Н. тата Иванова А.Е. «Ырă ĕçсен» кружокĕпе Пысăк Енкасси поселенине кĕрекен Орнар ял клубĕнче кĕрхи куна халалласа «Вăрман пуянлăхĕ кăмпа тĕнчи» темăпа пĕчĕк мероприяти туса ирттерчĕç. Çак тĕлпулăва йĕркелекенĕ вара ял клубĕнче тăрăшакан Иванова Л.П пулчĕ. Специалистсем тĕлпулăва хутшăннă ватăсене Центр ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, тĕрлĕрен конкурсем, вăйăсем вылятарчĕç, çав вăхăтрах кашни çынпа уйрăм тĕрĕслев ĕçĕ туса ирттерчĕç, вĕсен пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлсе шухăш кăмăлĕпе паллашрĕç. Центр ĕçченĕсене çакăн пек тĕлпулусем татах та анлăрах ĕçсем туса ирттерме май парать. Клуб ĕçченĕ вăрманăн хаклă çимĕçне - кăмпана халалласа выставка йĕркеленĕ. Кăмпаран хатĕрленĕ тĕрлĕ салатсемпе ватăсене тĕплĕн паллаштарчĕ, çак тутлă çимĕçе тутанса пăхма та май килчĕ. Мероприяти вĕçĕнче пурте пĕрле тăрса А. Бурундуков кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕç. Çак тĕлпулăва хутшăннă хисеплĕ ватăсене тата Орнар клуб ĕçченне Иванова Л.П. тав сăмăхĕсем калас, кĕрхи кунсем çитнĕ ятпа чун – чĕререн саламлас килет.



20 сентября 2012
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter