Çĕрпӳ районĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Çул-çӳрев чи малтанах 6№-лĕ «Юмах» ача садне хаваслă лару-тăрура уçнипе пуçланнă. Ача садне 2011-2020 çулсенче Чăваш Республикинче шкулченхи вĕрентĕве аталантармалли программăпа килĕшӳллĕн çĕкленĕ.  Çурта хута яма пĕтĕмĕшле  117,1 миллион тенкĕ тăкакланнă. Вĕсенчен республика бюджетĕнчен 111,3 миллион тенкĕ,  5,8 миллион тенкĕ вырăнти бюджетран уйăрнă пулнă. Тинех ачасемпе ашшĕ-амăшĕн кĕтнĕ ĕмĕчĕ  пурнăçланнă. Чăннипех те юмахри пек кермен кĕтсе илчĕ»,- тесе палăртнă Михаил Игнатьев. «Çак çурта хута янине кура Çĕрпӳ районĕнче  ача сачĕн черетĕнче  тăракансен шучĕ пĕтнĕ. Шансах тăратăп, çакăнта çӳрекенсенчен пулас космонавтсем, министрсем, адмиралсем пулĕç»,- тесе хавхалантарнă ачасене Михаил Игнатьев. Ача садне харăсах 240 ача çӳретме пулать. Республика Пуçлăхĕ ача садĕнче тата та 50 хушма вырăн йĕркелесе яма 675 пин тенкĕ туянмалăх свидетельство парса чысланă. «Чувашский бройлер» акционерсен уçă обществин директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев районти çак çĕнĕ садике тин çеç ĕçлеме килнĕ Татьяна Емельяновăна  професси шайĕнчен ӳссе пыма ăнăçусем суннă, асăнмалăх - ноутбук парса чысланă.  Пухăннă амăшĕсен ячĕпе  Çĕрпӳре пурнăнакан Татьяна Ипатова чĕререн тав сăмахăсем каланă. Сăмах май, ача садне хута яма шутланине илтсенех вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ тата та тепĕр пепке çуратма килĕшнĕ. Çĕнĕ çуртра ачасене аталанма  çителĕклĕ условисем пур. Хăнасем пĕтĕмпех çакна курса ĕненнĕ. Юлашкинчен тăнăçлăха тата пуласлăха шанса республика Пуçлăхĕ сад территоринче чăрăшсем лартнă çĕре хутшăннă.  Ун хыççăн «Цивильский Беконăн» «Авангард» общество  филиалне çитсе килнĕ. Предприяти выльăх ĕрчетессипе, курăк ӳстерессипе ĕçлет. Николай Курчаткин Генеральнăй директор пĕлтернĕ тăрăх, вырмана вăхăтра вĕçленĕ. Кăлтăксем пулман. 2012 çулăн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 35276 пус сысна шутланать. Тупăшĕ те çителĕклĕ таранах пулнине палăртса хăварнă ертӳçĕ.



20 сентября 2012
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter