Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XIX очетпа суйлав конференцийĕ пулса иртнĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн XIX очетпа суйлав конференцине хутшăннă. Унта политикăпа йĕркелӳ тапхăрĕпе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Кнференцире регионти уйрăмĕн Секретарьне, регионти политика Советне тата  регионти тĕрĕслевпе ревизийĕн Комиссийне суйланă. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей»  Политика партийĕн регионĕнти уйрăмĕн пĕрремĕш  отчетпа суйлав конференцийĕ пулнине палăртнă. Парти виçĕ йывăр суйлав кмпанийĕсене ăнăçлă ирттернĕ: Раççей Патшалăх Думин депутачĕсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене тата Раççей Президентне суйланă. «Пирĕн суйлавçăсем кĕтнине эпир шанăçран кăларман пулĕ,- тесе шутлатăп. Чăваш Республикин экономики çирĕппĕнех  ӳссе пыни курăнать. Пĕрремĕш çур çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республикăри 15 промышленноç предприятийĕ хăйсен продукцине вырнаçтарнин калăпăшне пĕр миллиард тенкĕлĕх ӳстернĕ. Пăхса тухнă тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕлне кун пек предприятисен хисепĕ икĕ хут та нумайрах ӳсме пултарать. Ку, паллах,  питĕ пысăк кăтарту»,- тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш Енре палăртнă парти витĕмлĕ ĕçлесе пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. Регионти пурнăç условийĕсемпе тăтăшах кăсăкланнине, тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă.  Тĕслĕхрен: республикăра Правительствăпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Политика парти социаллă витĕм кӳрекен таварсен хакĕсене тĕрĕслесе тăни те çакнах çирĕплетет. «Калăпăр:  Муркаш районĕнче çĕрпе çыхăннă ыйтусене те çийĕнчех татса пама тăрăшрăмăр. Суя ĕçлекенсен çĕр лаптăкĕсене тупса нуммай ачаллă çемьесене тивĕçтерме шутлани çинчен",- пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çĕнĕрен суйланнă  Политканаш ушкăнне тата  «Пĕрлĕхлĕ Раççей»  Политика партийĕн Пĕтĕм Раççейри Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Секретарьне ăнăлă ĕçлеме, яланах саккуна тата  совĕçе пĕлсе тимлесе пыма сĕннĕ.  



20 сентября 2012
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter