Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Дарькин пулнă

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Дарькин килнĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти обьектсене çитсе курнă. Пысăк хăна «Исследовательский центр «Бреслер» акционерсен тулли мар яваплă обществисенче тата «ЭКРА» наукăпа производство предприятийĕнче пулса курнă. Ун хыççăн Богдан Хмельницкий урамĕнчи комплекслă тăвакан стройкăсенче çавăн пекех микрорайонти «Çĕнĕ хула» объектчĕсенче пулнă. Çĕнĕ Шупашкарта çӳп-çап полигонĕ, Чăваш Республикин Строительство министерствин «БОС» ГУПпе тата  «çӳхе пленкăсен» технологийĕн базине тĕпе хурса йĕркеленĕ хĕвел модулĕсем туса кăларакан предприятийĕн инвестици проекчĕсемпе, «Водоканал» МУПĕн ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллашнă. «Пур объект та питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ, çавăнпа вĕсене эпир пулăшма хатĕр. Эпир шутланă тăрăх республикăн пуласлăхĕ питĕ пысăк. Чăваш Енĕн ыттисенни пек хăйĕн газ, нефть çук пулин те çав-çавах  çителĕклĕ таран вăйлă аталанса пырать. Республика кирлĕ пек стратегийĕн çул-йĕрне суйласа илни куç кĕретех»,- тесе хак панă Сергей Дарькин. «Çĕнĕ хула» проектне тишкернĕ самантра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Минрегионразвитине пысăк пулăшу панишĕн тав туса каланă. Нумаях пулмасть çак проетпа килĕшӳллĕн федераци бюджетĕнчен «Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкара»  тухса кайнă çĕрте çĕнĕрен çул сарма 41 миллион тенкĕ укçан пулăшу панă.  Республика Пуçлăхĕ   çитес çул Çĕнĕ хулара 20 пин кв.м ытла çурт-йĕр тума палăртнине пĕлтернĕ. Сахал тупăш илекен йывăр çемьесене çĕнĕ йышши хваттерсемпе пĕчĕк хаксемпе тивĕçтерес ыйту çине пысăк тĕллев лартнине палăртнă сумлă хăна Сергей Дарькин хăйĕн ĕçлĕ визитĕнче. Полигон - халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та ăна хута ярассишĕн çийĕнчех тăрăшса ĕçлеме кирлине палăртса хăварнă.  Ĕçлĕ визит хыççăн Михаил Игнатьев тата Сергей Дарькин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, Шупашкар, Шупашкар районĕн администрацийĕн ертӳçисемпе тата бизнес представителĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Республикăри пурăнмалли çурт-йĕр коммуналлă хуçалăхĕсем хĕле  хатĕрленнин ыйтăвĕсене тишкернĕ. Кунта та каллех Сергей Дарькин республика хĕллене хатĕр пулнишĕн, хăйĕн кăмăлĕ тулли пулнине палăртнă. Федераллă министрăн çумĕ: «Чăваш Енри влаç органĕсем питĕ тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Раççейре эффективлă ĕçлессипе 4-мĕш вырăн йышăнни те çакнах çирплетет», - тесе уйрăммăн палăртсах каланă. Паллах, çак виçене тытса пырасси ĕçлемесĕрех пулмасть – хытă тăрăшмалла. Юлашкинчен: «Манăн тĕллев - Атăлçи Федераллă субъектсенчи объектсене  пурне те май килнĕ таран  федераци центрĕнчен  пĕр тан пулăшса пырасси. Çак тĕллеве пула килтĕм те», - тесе пĕтĕмлетнĕ Сергей Дарькин. Тĕплĕнрех



21 сентября 2012
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter