Чăваш Енри спорт объекчĕсене хута яма федераци бюджетĕнчен укçа парса пулăшĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  паян Мускавра Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа тĕл пулнă.  Тĕл пулура республикăри спорт инфраструктурин тытăмне атлантарассипе, спорт шкулĕсен ĕçĕсемпе тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Чăваш Енре спорт объекчĕсене хута яма 186,5 миллион тенкĕ укçа парса пулăшассин ыйтăвĕ пирки те калаçса татăлма май килнĕ. Калăпăр, 2013 çулта федераци бюджетĕнчен Шупашкарта  маунтинбайку енĕпе олимп вăййисем валли хатĕрлекен центăра хута ярас тĕлĕшпе 80 миллион тенкĕ,  4№-лĕ  хоккейпа шайба СДЮСШОРне  реконструкци тума - 78 миллион, Çĕнĕ Шупашкарта лашапа чупса ăмăртассин спорт шкулне – 28,5 миллион тенкĕ  укçа уйăрма палăртнă. Республика, палăртнă объектсене, хута ярассипе яваплăх илнĕ. Чăваш Республикин тĕп хулинче Пăр керменĕ тăвас ĕçе малалла тăсасси пирки те килĕшсе татăлнă.  Виталий Мутко Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă мероприятисен планĕпе килĕшнĕ,  вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшма хатĕрри çинчен те пĕлтернĕ. Республикăра ача-пăча спорт шкулĕсене йĕркелесе ярассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçу пуçарнă. Паянхи кун тĕлне республикăра пурĕ 57 спорт шкулĕ ĕçлет, вĕсенче - 29818 çын тренировкăсенче вăй хурать.  Спорт шкулне  6 çултан пуçласа 15 çула çитнисен шутне илес пулсан пĕтĕмĕшле çӳрекенсенчен - 18,92% шутланать. Ачасен  шутне 2015 çул тĕлне -3 5%, 2020 çул тĕлне вара 50 процента çити ӳстерме палăртса хунă. Чăваш Енри спорт шкулĕсен техника базине çĕнетсе ылмаштарас тĕлĕшпе  республикăри хуласемпе районсенчи 23 физкультурăпа спорт комплексĕсене муниципалитетсен спорт шкулĕсен балансĕ çине куçарма йышăну туса хăварнă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсемпе физкультурăпа спорт комплексĕсене пĕрлештерни ачасене ытларах  та спорта  явăçтарма  май пачĕ. Пăлтĕрхи çак тапхăртипех танлаштарсан спорта çӳрекенсен шучĕ самай ӳсни курăнать.  Пирĕн республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен опычĕпе паллашас тĕлĕшпе Чăваш Енре канашлу иртересси пирки те калаçу хускатнă.



21 сентября 2012
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter