Граждансене йышăннă

Ытлари кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕнче граждансене йышăннă.

Шупашкар районĕнчи Алькешре пурăнакансем ял çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ыйту çивĕччипе пăшăрханса килнĕ. 2010 çулта водопровод тума пуçланă - лав вырăнтах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ водопровод строительстви валли 2012 çулта 2 млн тенкĕ ытла уйăрни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев ĕçе хăй тĕрĕслесе тăрасси çинчен каласа объект строительствине кăçал вĕçлеме, Алькешсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме шантарнă.

«Гражданла пуçару» общество организацийĕн ертÿçи Николай Косыев республика Пуçлăхĕнчен коммерци тĕллевĕпе ĕçлемен социаллă организацисене пулăшас ыйтăва çĕкленĕ. Михаил Васильевич федераци шучĕпе субсидие республикăра ĕçлекен 78 организаци тивĕçнине палăртнă. Вĕсенчен 25-шĕ сметăсем тăратнă, ыттисемпе ĕçлеççĕ.

Тĕл пулăва килнисен çавăн пекех республикăра Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй институтне туса хунипе, çурт-йĕре хутса ăшăтассипе, çурт-йĕр строительствипе çыхăннă ыйтусемпе интересленнĕ. Михаил Игнатьев пурне те тулли хурав панă, уйрăм ыйтусемпе тĕрĕслев ирттерме шантарнă.

Çав кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ йышăну кăтартăвĕсем тăрăх ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, тивĕçлĕ хушусем панă. Канашлура ЖКХ организацийĕсем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнине тишкернĕ. Строймин ертÿçин çумĕ Иван Новиков пĕлтернĕ тăрăх - муниципалитетсенче çĕр кăмрăкĕн кирлĕ саппасĕсен 98% хатĕрлесе хунă. Пурлăхпа техника хатĕрĕсем те çителĕклĕ. Михаил Игнатьев сивĕсене лайăх хатĕрленсе кĕтсе илмеллине, тивĕçлĕ мероприятисене туллин пурнăçламаллине палăртнă.

 

 Е.ПЕТРОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter