Мускав спорт объекчĕсене тума пулăшĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа курнăçнă.

Тĕл пулура республикăн спорт инфратытăмне аталантарас, спорт шкулĕсен ĕçне лайăхлатас ыйтусене, çавăн пекех Шупашкара никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассине хатĕрленмелли плана сÿтсе явнă.

Чăваш Енри спорт объекчĕсене тума 185,5 млн тенкĕ уйăрасси çинчен калаçса татăлнă. 2013 çулта Шупашкарти маунтинбайк центрĕн строительстви валли федераци бюджетĕнчен 80 млн тенкĕ уйăрасшăн, 4-мĕш хоккей СДЮСШОРне реконструкцилеме - 78 млн, Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕ валли - 28,5 млн тенкĕ. Республика хăй те шайлашуллă виçепе асăннă объектсем валли укçа уйăрĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен тĕп хулинчи Пăр кермен строительствине те малалла пулăшĕç.

Виталий Мутко Шупашкар тата Чăваш автономи облаçĕн юбилейĕсене уявлассине халалланă мероприятисен планне ырланă, ăна пурнăçламашкăн пулăшма шантарнă. Республикăри ачасен спорт шкулĕсен ĕç-хĕлне йĕркелени те ырă хаклава тивĕçнĕ. Çав шкулсене çÿрекенсен шучĕ ÿссе пырать. Çавна май Чăваш Енре республикăн çак ĕçе йĕркелессипе çыхăннă опытне тишкерес тĕлĕшпе семинар ирттересси пирки те калаçу пулнă.

 А.КОРНЕЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter