Кунта предпринимательсем вăй илĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Элĕк районĕнче пулнă, районăн «Меркурий» бизнес-инкубаторне уçма хутшăннă, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ирттернĕ.

Михаил Васильевич бизнес-инкубаторта пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсене аталанма лайăх условисем йĕркеленине палăртнă. «Çак çурта тумашкăн патшалăх 38 млн тенке яхăн хывнă. Патшалăх Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма пулăшмашкăн хывакан пĕтĕмĕшле виçе вара 2012 çулта 523 млн тенкĕпе танлашать, çак пулăшу çуллен ÿссех пырĕ. Çак ĕçе пĕртен пĕр тĕллевпе тăватпăр - ял-районсенче пысăк технологисене тĕпе хуракан ĕç вырăнĕсем ытларах пулччăр, республикăра пурăнакансен ĕç укçи пысăклантăр. Çавна май Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллеве пурнăçламалли условисене çине тăрсах йĕркелетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Кунта предпринимательсен 35 офисĕ вырнаçĕ, вĕсем 3 çул çăмăллăхлă условисемпе ĕçлĕç. Хальлĕхе 19 çын заявка панă. Пирвайхи çул вĕсем аренда тÿлевĕн 40% ытла мар пайне тÿлĕç, иккĕмĕш çул - 60% ытла мар. 2006 çултанпа Чăваш Енре 5 бизнес-инкубатор уçăлнă: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Шăмăршă, Красноармейски, Муркаш районĕсенче. Çакнашкал инкубаторсем кĕçех Патăрьелпе Сĕнтĕрвăрри районĕсенче те пулĕç.

Çĕнĕ çуртрах «çавра сĕтел» иртнĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предприятисене пулăшмалла. Малтанхи тапхăрта - пушшех. Бизнес-инкубаторсем çак ыйтăва татса пама тивĕç. Кунта предпринимательсене бизнес-план тума пулăшĕç, юридици адресĕ, офис парĕç, йĕркелÿ техникипе, финанс тата юридици канашĕсемпе пулăшĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл федераци шайĕнчи статистика кăтартăвĕсене пĕлтернĕ: 2011 çулта Чăваш Енре пурăнакан кашни 1 пин çын пуçне 32 предприниматель ĕçленĕ. Çакă Раççейри вăтам кăтартуран лайăхрах, федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи. Малашне хастар та пуçаруллă çамрăксене предприниматель ĕçне явăçтарас, инноваци, лизинг ĕç-хĕлне, энерги перекетлессине, ал ăсталăхне, уйрăм çынсен ача сачĕсене уçассине патшалăх енчен пулăшас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Чăваш Енĕн Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн çивĕч ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Çав шутра - предпринимательсем пурлăх тата финанс ресурсĕсемпе усă курайманни, ăста кадрсем çителĕксĕрри. Çавна май бизнесăн тата влаç органĕсен пĕрлехи йышăнусем тумалла. Игорь Кустарин шухăшĕпе, юлашки çулсенче пысăк предприятисенчи персонал йышне чакарнă май çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тăрăшаççĕ, эппин, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма пулăшасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ пулмалла.

Бизнес-инкубаторсен тытăмĕн ĕçне тишкернĕ май республикăра транспорт-логистика центрĕсем йĕркелеме сĕннĕ. Çавăн пекех Элĕк районĕнчи предпринимательлĕх лару-тăрăвне те сÿтсе явнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 585 субъекчĕ ĕçленĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ - ял хуçалăх, строительство, суту-илÿпе общество апатланăвĕн сферисенче, улма-çырла тирпейлекенсем, стройматериалсем туса кăларакансем те пур. Вак суту-илÿ çаврăнăшĕн 15,5% - пĕчĕк предпринимательлĕх тÿпи, общество апатланăвĕн çаврăнăшĕнче ку кăтарту 9% танлашать. Бизнес-инкубатор уçни районăн çак кăтартăвĕсене ÿстерме пулăшас шанăç пысăк.

 

 Юлия ПЕТРОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter