Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Муниципалитетсенче пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче хĕллене хатĕрлессипе çыхăннă пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа ирттермелле»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн Членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе  кашни эрнере пулакан канашлăва ирттернĕ. Чи малтанах канашлури ыйтусене пăхса тухиччен  Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа Чăваш Енри спорта пулăшас енĕпе укçа уйăрасси çинчен калаçса татăлнăни ырă хыпара пĕлтернĕ. 2013 çулта федераци бюджетĕнчен Шупашкарта  маунтинбайку енĕпе олимп вăййисем валли хатĕрлекен центăра хута ярас тĕлĕшпе 80 миллион тенкĕ,  4№-лĕ  хоккейпа шайба СДЮСШОРне  реконструкци тума - 78 миллион, Çĕнĕ Шупашкарта лашапа чупса ăмăртассин спорт шкулне – 28,5 миллион тенкĕ  укçа уйăрма палăртнă. Чăваш Республикин тĕп хулинче Пăр керменĕ тăвас ĕçе малалла тăсасси пирки те килĕшсе татăлнă. Виталий Мутко Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă мероприятисен планĕпе килĕшнине,  вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшма хатĕрри çинчен те пĕлтернине те каланă. Пирĕн республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен опычĕпе паллашас тĕлĕшпе Чăваш Енре Раççей шайĕнче канашлу иртересси пирки те калаçу хускатнине палăртнă.  Республикăра амăшĕн капиталĕ Указ еплерех пурнăçа пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ  Алла Самойлова тĕплĕн паллаштарнă. Укçан патшалăх пулăшăвĕ парса пулăшни республикăра демографи ыйтăвне лайăхлатма май пани çинчен палăртса хăварнă. «Пĕрремĕш хут юлашки 20 çул хушшинче ача çуралакансен шучĕ курăмлăнах ӳсни курăнать. Нуммай ачаллă çемьесен шучĕ те палăрмаллах ӳсет. Вăсем – 8373 çемье, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 62 çемье нумайрах»,- тенĕ сывлăх министрĕ Алла Самойлова. Республикăри коммуналлă хуçалăхсем хĕллене епле хатĕрленни çинчен ыйтупа Чăваш Республикин строительсьтво министрĕ Владимир Громов калаçнă. Чăваш Республикинче  патшалăха кирлĕ 50 миллион тенкĕрен ытларах иртсе кайса пурнăçланакан ĕçсене палăртма патшалăх заказĕсене 12 хутчен йĕркелесе ирттернĕ. Аукционсем ирттернĕ чухне комисси  конкурса хутшăнакансем  документсене кирлĕ пек хатĕрлесе çитерменнине палăртнă. Хăшĕ-пĕрисем аукционра тĕлли-паллисĕр «çын шучĕшĕн» хутшăнса чăрмав кӳрсе çӳренине палăртнă. Кун пек тĕсĕхсене çийĕнчех тупса палăртса çирĕп яваплăх тыттармаллине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



24 сентября 2012
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter