«Наци кросĕ - 2012» спорт уявĕ лайăх иртнĕ, пурне те савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççейре «Наци кросĕ - 2012» çăмăл атлетика чупăвĕ иртнĕ. Чăваш Енре ăмăртăва хуласемпе районсенче пурăнакансем тухнă. Чупăва хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  «Россотрудничество» Федераци агенствин ертӳçи Константин Косачев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула Пуçлăхĕ Леонид Черкесов, 2012 çулта Лондонра иртнĕ Олимпиадăн пăхăр призерĕ Татьяна Архипова тата ытти сумлă хăнасем саламланă. Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче «Чăваш Ен «Наци кросне» кашни çулах хутшăнать,  çавна май лайăх кăмăл-туйăмлă, хавхалануллă пулмашкăн пурте çак куна кĕтеççĕ», - тенĕ çăмăл атлетсене. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ  спорт уявĕнче Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа Чăваш Енре спорта аталантарас тĕлĕшпе тата спорт объекчĕсене хута яма 186,5  миллион тенкĕ укçан парса пулăшасси пирки калаçса татăлни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. Шупашкарта старта 15 пине яхăн çын хутшăннă. «Чăваш Ен çыннисем спортпа туслă, спорта юратаççĕ. Яланах çапла пултăр»- тенĕ сумлă хăнасем. Ăмăртусене хутшăннисене финиша çĕнтерÿпе çитме суннă, «Наци кросĕ - 2012» пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Ертÿçĕсен чупăвне республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăннă. Спорт уявĕ лайăх иртнĕ, пурне те савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ. Яланхиллех спортра мала тухнисене хаваслă лару-тăрура чысланă.



24 сентября 2012
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter