Улатăр хулинче Иверский Турă Амăшĕн ячĕпе лартнă чиркĕве çутатнă

 Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче пулнă. Иверский Турă Амăшĕн ячĕпе йывăçран хăпартса лартнă чиркĕве çутатнă пархатарлă ĕçе хутшăннă. Тĕн йăли–йĕркине чиркӳре Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ  Варнава туса ирттернĕ. Иверский Турă Амăшĕн ячĕллĕ чиркĕве Улатăрти Çветтуй-Троицкий арçынсен мăнастирĕн Раштав скичĕн территорийĕнче 2011-мĕш çулта хăпартма пуçланă. Чиркӳ çĕклеме йывăçне Мари Эл республикинчен илсе килсе хатĕрленĕ,  чиркӳре усă куракан юман савăт-сапана вара, Шупашкар хулинче ăсталаса çавăрнă.  Чиркӳн хушма-хуçалăхĕнче çĕр лаптăкĕ  564 гектар йышăнать. Вĕсенчен 400 гектарĕ хăйсем усă куракан пурлăх. Мăнастирте вăй хуракансем çав çĕр çинче тĕрлĕ культурăсем акса çитĕнтереççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 100 пуç шутланать. Кайăк-кĕшĕк, пулăсем ĕрчетеççĕ. Кил картинче Радонежский  Игумен Сергийĕ евĕрлĕ çăл куç пур. Иисус Христос çуралнă куна чысласа ирттерекен тĕн уявне 27 мăнастирте ĕçлесе, кĕлĕ туса пурăнакан тата 26 ĕçчеш пуçтарăнаççĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Чăваш Ен Пуçлĕхĕ республикăшăн çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Эпĕ православи тĕнне ĕненекен çын, атте-анне çак тĕне ĕненсе пурăнма вĕрентнĕ. Турăна ĕненни пурнăçра ырă ĕçсем тума пулăшать, пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнма вăй-хăват парать»,- тенĕ вăл.



25 сентября 2012
13:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter