Михаил Игнатьев Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн хуçипе Игорь Паньшинпа тĕл пулнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн  хуçипе, шалти службăн генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа ĕçлĕ тĕл-пулу ирттернĕ. Республикăна Игорь Паньшин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес енĕпе йĕркелесе ирттернĕ вĕрентӳ тапхăрне пăхма çитнĕ. «Вăрман хуçалăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе 36 çĕнĕ йышши техника туяннă. Эпĕ чăннипех те савăнатăп. 2010-мĕш çулта пушар алхаснă вырăнсене паян пĕтĕмпех çĕнĕрен майлаштарса çитернĕ. Çынсем вăрмансене хурал тăнишĕн кăмăллă»,- палăртнă  Игорь Паньшин. Çапах та ăнсăртран сиксе тухакан çутçанталăк инкекĕсенчен хăтăлма, кирлĕ пек мерăсем йышăнма хатĕр пулмаллин йĕркине çирĕп тытса тăмаллине палăртнă. «Нуммаях пулмасть, утă уйăхĕнче,  çил-тăвăл алхаснине пула, сиен кӳнĕ районсенче, инкеке лекнĕ хуçалăхсене тĕрлĕ службăсем пĕр-пĕринпе  килĕшсе вăхăтра пулăшу пачĕç. Паян çынсем куççуль пытармасăр хăйсен хуçалăхĕсене çĕнĕрен тума пулăшнишĕн чĕререн тав тăваççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев. Инкеке сирсе ярассипе çыхăннă вĕрентӳ тапхăрĕ  республикăра авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 28-мĕшĕччен пырать.

 



25 сентября 2012
18:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter