“Çĕр-шывшăн усăллă çын пулса ÿсĕр...”

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ райо­­нĕн­­­­че пулчĕ, Çĕрпÿре çĕнĕ садике уçма хутшăнчĕ.

Çак куна хула çыннисем чылайранпа кĕтнĕ. Юлашки 29 çулта шкул çулне çитменнисем валли кунта пĕр учреждени те хута яман. Раççей историйĕн çулталăкĕнче, Çĕрпÿ районĕ 85 çул тултарнă вăхăтра улттăмĕш садик - “Юмах” /шел, ячĕ вырăсла, тăван чĕлхепе еплерех илемлĕн янăранă пулĕччĕ.../ - шăпăрлансемшĕн хăйĕн алăкне уçни - чăннипех пĕлтерĕшлĕ самант, патшалăхăн тĕллевлĕ те тĕрĕс политикине пурнăçа кĕртнин пархатарлă çимĕçĕ. Унăн никĕсне çулталăк каялла “Чăваш Республикинче 2011-2020 çулсенче вĕренĕве аталантарасси” республикăн тĕллевлĕ программин “Чăваш Республикинче 2011-2020 çул­­­сенче шкул умĕнхи вĕренĕве аталантарасси” тăсăмĕпе килĕ­­­шÿ­­л­­­­­лĕн хывнă. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 117,1 млн тенкĕпе танлашнă. Çав шутран 111,3 млн тенкине - республика, 5,8 миллионне вырăнти бюджетсем уйăрнă.

Михаил Игнатьев шухăшĕпе ачасемпе ашшĕ-амăшĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă - вĕсем чăн-чăн кермене тивĕçнĕ. Шкул çулне çитменнисен çак учрежденине хута янăранпа Çĕрпÿ районĕнче 3 çултан иртнĕ ачасене садике вырнаçтармалли черет пĕтет. 1,5 çултисем тĕлĕшпе те самаях чакмалла. “Эсир çĕр-шывăмăрăн тивĕçлĕ гражданĕсем пуласса, сирĕн йышран мухтавлă çынсем çитĕнессе шанса тăратăп,” - ырă сунчĕ ачасене Михаил Игнатьев. Вăл 240 вырăнлă садике тата тепĕр 50 тĕпренчĕке йышăнмалла тумашкăн пурлăх никĕсне пуянлатма 675 пин тенкĕлĕх свидетельство пачĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чăваш бройлерĕ” АУО директорĕ Вадим Николаев аслă шкул пĕтернĕ хыç­çăн района ĕçлеме килнĕ Татьяна Емельянова воспитательницăна професси ĕçĕнче ăнăçу сунса ноутбук парнелерĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Çĕрпÿ хулинче пурăнакан Татьяна Ипа­това çĕнĕ садик туса панăшăн республика тата район ертÿçисене, “ПМК-8” акционерсен уçă об­ществин /ертÿçи - В.Н.Иже­ле­ев/ ĕçченĕсене тав турĕ, унăн строительствине пуçланине пĕл­сенех мăшăрĕпе иккĕшĕ тепĕр пепке çуратма тĕв туни пирки пĕлтерчĕ.

Хăнасем асăннă учрежденипе тĕплĕн паллашнă хыççăн ача сачĕн территорийĕнче чăрăш ларт­са хăварчĕç.

Район администрацийĕн пуç­лăхĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх - ача-пăча учрежденийĕ­­н­че вырăн кĕтекенсем хальлĕхе йышлă-ха. Демографи лару-тăрă­вĕ лайăхланса пыни савăнтарать. Ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе ку тăрăхра тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. “Юмахпа” юнашар кĕ­­çех 240 вырăнлă тепĕр садик строительствине пуçламалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев “Авангард” ОООн фи­лиалĕнче - “Çĕрпÿ беконĕнче” пулчĕ. Асăннă предприяти тыр-пул çитĕнтерет тата выльăх-чĕ­р­­лĕх ĕрчетет. “Авангард” ОООн генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин пĕлтернĕ тăрăх - ху­çа­лăхра çуртрисемпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. Кашни гектар 25,4 центнер тухăçпа савăнтарнă. Кунта 35276 пуç сысна усраççĕ. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче 5518,7 тонна аш-какай туса илнĕ.

Валентина СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter