Спорт уявĕн пĕлтерĕшĕ ÿсет

Вырсарни кун Шупашкар кÿлмекĕнче иртнĕ «Нацисен кросĕ» 15 пин ытла çынна пухрĕ. Мероприятие чаплă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин «Россотрудничество» агентствин ертÿçи Константин Косачев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Лондонра иртнĕ Олимпиадăн бронза призерĕ Татьяна Архипова уçрĕç. Михаил Васильевич пухăннисене йăлана кĕнĕ спорт уявне хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. Республика Пуçлăхĕ Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа Чăваш Енре спорт объекчĕсене тума федераци бюджетĕнчен 186,5 млн тенкĕ уйăрасси пирки калаçса татăлни пирки пĕлтерчĕ. Çапла майпа вара 2013 çулта Шупашкарта маунтинбайк енĕпе Олимп хатĕрленĕвĕн центрне тума, 4-мĕш спорт шкулне юсаса çĕнетме тата Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорт шкулне Раççей укçа-тенкĕпе пулăшĕ. «Чăваш Ен çыннисем спорта юратаççĕ. Яланах çапла пултăр!» - пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ.

Унтан Михаил Игнатьев тата Татьяна Архипова 2014 çулта Шупашкарта Европа чемпионатне ирттерессине ырласа йĕркеленĕ 2014 метрлă VIP-чупăва ертсе тухрĕç.

Палăртма кăмăллă: «Нацисен кросне» хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Юлашки вăхăтра кун йышши мероприятисене Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çеç мар, республика муниципалитечĕсенче те анлă йĕркелеççĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter