Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ кун йĕркинчи ыйтусене тишериччен, чи малтан Чăваш Енĕн социаллă экономика аталанăвĕн  2012-мĕш çулхи сакăр уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăнă. 2012-мĕш çулта промышленноç производствин индексĕ республикăра 114,9% танлашнă (Раççейре -103,1%). Палăртнă кăтартупа ПФО регионĕсем хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăнать. Ял хуçалăх таварĕсене туса илессипе те  республика ытти регионсемпе танлаштарсан малтисен ретĕнче. «Пĕтĕмĕшле илсен, эпир мĕн палăртса хуни, пурнăçа кĕрсе пырать. Республикăра вăтам ĕç укçин шайĕ 17,4% таран ӳснĕ. Ку виçе ыттисемпе танлаштарсан (Атăлçи Федераллă округри регионсем хушшинче) 3-мĕш вырăнта. Чи кирли – пирĕн çак ӳсĕмсене палăртнă шайра тытса пырасси», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев республикăри организацисемпе предприятисен ертӳçисене хушма çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе панишĕн тата ĕçлекенсене кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтерĕшĕн тав сăмахĕ каланă. Республика Правительстви бюджет сферинче тимлекенсен ĕç укçин шайне ӳстерессине  хăй çине илнĕ яваплăха вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçласа пырать. 2012-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕччен пурăнмалли çурт-йĕрсене пĕлтĕрхипе çак тапхăртипех танлаштарсан 5,6% нумайрах хута янă. (Раççейре  4,7% танлашать). Ларура Правительство членĕсем универсаллă электрон картисем çинчен калакан Чăваш Республикин саккунĕн проекчĕпе килĕшнĕ. «Çак картăсемпе ЖКХа, çыхăну, лавкасенче таварсем туянма, патшалăх, муниципаллă тата комерциллĕ пулăшу ĕçĕсем тума пулать. Кун йышши картăсене Раççейре 2013-мĕш çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пама тытăнĕç. 14 çула çитсен парĕç», - тесе палăртнă Чăваш Республикин информаци политикипе тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева. Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕнче пулса иртекен çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Михаил Игнатьев хăш-пĕр çĕрте сиксе тухакан йывăрлăхсене сирсе яма Сывлăх министерствине  кирлĕ пек пулăшу пама сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн хуçипе, шалти службăн генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулнă пĕтĕмлетĕвсем тăрăх палăртнă ыйтусене вăраха ямасăр пурнăçлама хушса хăварнă.

 



26 сентября 2012
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter