Элĕк районĕ: ялсене - такăр çулсем

Паянхи кун автомобиль çулĕсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, вĕсене тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ çул-йĕрсене вăхăтра юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кăçал ялсем çывăхĕпе пыракан вырăнти пĕлтĕрĕшлĕ пурте усă куракан çулсене юсама 4455,6 пин тенкĕ уйăраççĕ. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕнче вырăнти пĕлтĕрĕшлĕ автоçулсене 2388,2 пин тенкĕлĕх юсанă. Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçĕсене Ехремкасси, Йăлкăш, Крымсарайкка, Питĕшкасси, Ураскилт, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш, Юнтапа ял тăрăхĕсенче вĕçленĕ. Элĕк, Мăн Вылă, Тавăт, Тени ял тăрăхĕсенче автомобиль çулĕсене юсасси малалла пырать.



26 сентября 2012
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter