«Интереслĕ вулав» ятпа рецензисен конкурсне Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем хастар хутшăннă

Республикăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи 200 çул тултарнине халалласа «Интереслĕ вулав» ятпа рецензисен конкурсне йĕркеленĕ. Вăл нарăс-çурла уйăхĕсенче иртнĕ. Конкурсăн тĕллевĕ – кĕнекесем урлă çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмне вăйлатасси, 1812 çулхи вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене анлăрах сарасси. Ку конкурса Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăннă. «Интереслĕ вулава» Чăваш Енри районсемпе хуласенчен 30 ытла ĕç тăратнă. Çак кунсенче жюри республикăри конкурсăн ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. 11-13 çулсенчи ачасем хушинче Элĕкри вăтам шкулти 6 «а» класра вĕренекен Наталья Волкова Л.Чарская писательницăн «Хăюллă пурнăç» («Смелая жизнь») кĕнекине рецензилесе 2-мĕш вырăн йышăннă. Çак шкултах 11 «б» класра вĕренекен Сергей Матвеев конкурса Л.Толстойăн «Вăрçă тата тăнăçлăх» («Война и мир») кĕнекине тишкерсе питех те кăсăклă ĕç тăратнă. Вăл республикăри конкурсăн сертификатне тивĕçнĕ.



26 сентября 2012
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter