Вăрнар районĕ: нумайăшĕ чупу трасси çине ÿт-пĕве çирĕплетме, шăм-шака çемçетмелле тухнине палăртрĕç

Нацисен кросне районта ирттерме пуçланăранпа унта хутшăнакансен шучĕ икĕ хут ÿсрĕ: пĕрремĕшĕнче, 2009 çулта, старта 450 çын тухнăччĕ, кăçал вара – 856 çын! «Химик» стадионри трибунăсем кĕрлесе кăна тăчĕç – массăллă чупăва хутшăнакансем йышĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пулчĕç. Чи кĕçĕнни Катя Леонтьева – виççĕре, чи асли Георгий Никишов – çитмĕлте. Яланхиллех районти тĕп больницăра ĕçлекенсем маттур пулчĕç. Кăçал вĕсем уйрăм забегра старт илчĕç. Нацисен кросне, чăннипе, кăçал педагогсем уçрĕç, пĕтĕм çĕршыв старт иличчен икĕ сехет маларах вĕсем эстафетăра вăй виçрĕç. Спорт уявĕнче çемьесене курма кăмăллă пулчĕ: Шăхальти Петровсем, Мăньял Хапăсри Тикиневсем, Вăрнарти Федоровсем, Политовсем, Туçи Çармăсри Волковсем, ыттисем. Старт пуçĕнче яланхиллех предприяти-организаци ертÿçисем, должноçри ытти çынсем пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, унăн заместителĕсемпе пай ертÿçисем ыттисене ырă тĕслĕхпе çунатлантарчĕç. Ÿсĕме кура дистанци 500 метрпа е пĕр километрпа танлашрĕ. Яланхиллех шкул ачисем хастар пулчĕç. Уйрăмах 1999–2000 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче хĕрÿ тупăшу пычĕ. Ăмăртаканĕсем 50-ăн ытла, призлă вырăнĕ вара – виççĕ кăна. Ку ушкăнран чи хăвăртти – Чăрăшкас Хирлепри Юра Кириков, хĕрачасенчен Хăмăшри Катя Пыркова. Çичĕ çултан çамрăкраххисен ушкăнĕнчи чемпионсем – Туçи Çармăсри Максим Волковпа Хапăсри Настя Ефремова. 8–11 çултисенчен Калининăри Никита Никитинпа Хăмăшри Кристина Иванован чи лайăх кăтарту. 14–15 çулхисем хушшинче Туçи Çармăсри Артем Сергеевпа Кÿстÿмĕрти Диана Политова дистанцие çиçĕмле вĕçлерĕç. 16–17 çулхисенчен ылтăн медале кăçал та Шĕнер Ишекри Семен Семеновпа Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Настя Петрова çĕнсе илчĕç. Эрне хушшинче çамрăк çак спортсменсем виçĕ ăмăртура вăй виçрĕç ĕнтĕ. Прессăн спорт фестивалĕнчи кăтартусемпе вулакансене паллаштарнăччĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун вĕсем кросс енĕпе Çĕрпÿ хулинче иртнĕ республика чемпионатне те хутшăннă. 3000 метрта Семен бронза призер пулса тăнă. Халĕ пултаруллă каччă Раççей ăмăртăвне хутшăнма хатĕрленет. Нацисен кросĕ уншăн хăйне евĕрлĕ тренировка пулнине асăнчĕ вăл. Настя вара республика турнирĕнче чи вăйлă вунă чупуçă йышне кĕнĕ. 19–30 çулхисенче чи хăвăрттисем – Вăрнарти Сергей Политов тата Уравăшри Светлана Мальцева, 31–39 çулхисенчен – Шăхальти Ирина Петрова (иртнĕ кĕçнерни кун республика чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă) тата Вăрнарти Иван Федоровпа Алексей Владимиров, 40–49 çулхисенчен – Çĕрпелти Надежда Андреева тата Мăньял Хапăсри Владимир Тикинев. Ветерансем хушшинче çĕнтерÿ пьедесталĕ çине Çĕрпелти Иван Николаевпа Вăрнарти Зоя Белякова хăпарма тивĕçрĕç. Нацисен кросĕ чăннипех те сывлăх уявĕ пулса тăчĕ. Нумайăшĕ чупу трасси çине ÿт-пĕве çирĕплетме, шăм-шака çемçетмелле тухнине палăртрĕç. Çавăнпа та мала тухайманнишĕн пĕртте кăмăлпа хуçăлмарĕç. Районсем хушшинче массăллă чупăва патăрьелсем чи йышлăн хутшăннă, кунта старта 2 пин те 800 çын тухнă. Çитес çул пирĕн те, вăрнарсен, вĕсенчен юлас марччĕ.



26 сентября 2012
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter