Кун йĕркинче - хĕле хатĕрленесси

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах Михаил Васильевич Мускавра пулнă май Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа курнăçни çинчен пĕлтернĕ. Министрпа 2013 çулта республикăри спорт объекчĕсен строительстви валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен калаçса татăлнине палăртнă - пĕтĕмпе 186,5 млн тенкĕ. Виталий Мутко çавăн пекех Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă спорт мероприятийĕсен планне ырланă, ăна пурнăçламашкăн пулăшма шантарнă.

«Республикăн амăшĕн /çемье/ капиталĕ çинчен» указне мĕнле пурнăçлани çинчен вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова каласа панă. 2012 çул пуçланнăранпа виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне илме 1150 сертификат панă. Пĕтĕмпе кăçал виççĕмĕш тата ун хыççăнхи 1619 ача çуралнă. «Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă мерăсене çине тăрса пурнăçлани республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май пачĕ. Кăçал пĕлтĕрхинчен 811 ача нумайрах çуралнă, çапла вара юлашки 20 çул хушшинче пуçласа халăх йышĕ хушăнни палăрать. Хальхи вăхăтра республикăра çул çитмен виçĕ тата ытларах ачаллă 8373 çемье, çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 62 çемье нумайрах», - тенĕ министр.

Строймин ертÿçи Владимир Громов кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем топливăн нормăпа пăхнă саппасне хатĕрлесе хунă: мазут - 100% /1379 тонна/, çĕр кăмрăкĕ - 112% /2236 тонна/. Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтма хатĕрлеççĕ: пăрăхсене çуса пресланă, çуртсен тăррисене 88%, çуртсенчи шывпа тивĕçтермелли тытăмсене 82%, ăшăпа тивĕçтермелли системăсене 99% юсанă. Нумай хваттерлĕ çуртсен 98% хĕле хатĕрленсе çитнин паспорчĕсене илнĕ.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли иртнĕ тапхăр вĕçленнĕренпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсен тата ЖКХ организацийĕсен усă курнă энергоресурссемшĕн тÿлемелли пĕтĕмĕшле парăмĕ 37-40% чакнă. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсен, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсен парăмĕсем çав-çавах самай пысăк-ха. «Правительство Çĕмĕрле валли 120 млн тенкĕ бюджет кредичĕ уйăрма йышăннăччĕ, çакăн хыççăн унта çивĕч ыйтусем татăласса шантарнăччĕ. Апла пулмарĕ. Çирĕп йышăнусем кирлĕ», - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев. Управляющи компанисенчен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Новэк» УК парăмĕ чи пысăкки - 236 млн тенкĕ.

Çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăмсене реструктуризацилемелли графиксене мĕн пур муниципалитет йĕркеленĕвĕпе алă пуснă, çав шутра Çĕмĕрле хулипе график тăвас ыйтăва татса панă. «Мĕн пур муниципалитетăн ЖКХ объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта йĕркеллĕ ĕçлеме хатĕрлемелли мероприятисене туллин пурнăçламалла, реструктуризаци графикĕсене пăхăнмалла», - палăртнă Михаил Игнатьев. Вăл республикăра тарифсен ÿсĕмĕ вăтамран 10,4% ÿсни çинчен каласа кашни тăваттăмĕш çемье ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме бюджетран социаллă пулăшу илнине аса илтернĕ.

Канашлура çавăн пекех республикăн патшалăх нушисем валли ĕçсем пурнăçлама 50 млн ытла тенкĕлĕх саккас вырнаçтарас ыйтăва тишкернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ тăрăх - 2012 çулта патшалăх заказчикĕсен заявкисене тĕпе хурса пысăк объектсем тума патшалăхăн 50 млн ытла тенкĕлĕх 12 саккасне вырнаçтарнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2406,7 млн ытла тенкĕпе танлашнă.

Çавăн пекех Улатăрта муниципалитетăн 551 млн ытла тенкĕлĕх саккасне вырнаçтармалли аукционсене мĕнле ирттернине тĕрĕслени çинчен каласа панă. Унта бюджет эффективлăхĕ пĕтĕмпе те 0,35% çеç танлашнă. Комисси пĕтĕмлетнĕ тăрăх - аукционсене ирттернĕ май йĕркене пăснă. Калăпăр, хутшăнас кăмăллисенчен чылайăшне аукционсене явăçтарман. Ыттисем, хутшăннисем, хăйсене мĕнлерех тытни тăрăх хаклас тăк - вĕсем саккас хакне чакарас мар тесе калаçса татăлма пултарнă текен иккĕленÿ çуралать. Республика Пуçлăхĕ вĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕннĕ. «Çавăн пек фирмăсем пур - кашни конкурса хутшăнаççĕ, пĕр-пĕринпе каварлашаççĕ. Пирĕн кунашкаллине пÿлмелле», - тенĕ вăл.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter