Михаил Игнатьев вăрман фончĕн çĕрĕсемпе усă куракан тӳрĕ кăмăллă мар арендаторсене «патшалăхпа шӳтлемелле мар»,- тенĕ

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцине хирĕç кĕрешекен Координаци совечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Калаçу вăрманти çĕрсемпе усă куракан арендаторсен федераци бюджетне тата çавăн пекех Чăваш Республикин бюджетне укçан тӳлесси ыйтусене  сӳтсе явнă. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев вăрман лаптăкĕнчи 45,87 пин гектар çĕре 467 арендатора  аренда килĕшĕвĕн шучĕпе, 11 патшалăх е муниципалитет учрежденийĕсене яланлăхах усă курма ирĕк паракан майпа тивĕçтернĕ.  Хальхи вăхăтра 29 арендатор вăрман çĕрĕсене арендăна илнĕшĕн вăхăтра укçа тӳлесе пымаççĕ. 2008-2012 – мĕш çулсем хушшинче парса татмаллин парăмсен шучĕ 49,5 миллион тенкĕпе танлашса ларнă. Чăваш Республикин бюджетне çак уйрăм палăртнă арендаторсем пачах вăрман лаптăкĕсемпе усă курнăшăн аренда хакне тӳлемеççĕ:  «Лесопромышленная компания» ( Мускав облаçĕнчен, парăмĕ -15,4 миллион тенкĕ), «Агролес» (Патăрьел районĕнчен, парăмĕ - 8,23 миллион тенкĕ) палăртнисем тулли мар яваплă обществăсем,  харпăрхăйшĕн ĕçлекен предприниматель Марушин А.А (Улатăр районĕнчен – парăмĕ 6,14 миллион тенкĕ) шутланса тăрать.  Хальхи вăхăтра  республикăн Çутçанталăк министерстви суда 46  иск заявленийĕсем тăратнă. Нумайĕшне суд пăхса тухса кирлĕ пек йышăну туса хăварнă та ĕнтĕ, халĕ арендаторсенчен кирлĕ парăма шыраса илес ĕç пырать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вăрман çĕрĕсемпе усă куракансем арендăшăн тӳлеменнисене çийĕнчех кирлĕ пек яваплăх тыттармаллине çирĕппĕн палăртса хăварнă. Кирлĕ пулсан, юристсен службине те явăçтарма ыйтнă. Канашлăва хутшăннă предпринимательсене: «Патшалăх пурлăхĕпе шӳтлемелле мар. Хăвăр çине илнĕ яваплăха çийĕнчех туллин пурнăçлас пулать», - тесе çивĕччĕн асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Правительствин вице-премьерне - финанс министăрне Михаил Ноздрякова арендăшăн тӳлемен парăмçăсене уйăх хушшинче пурне те тупса шута илсе хума хушнă.



27 сентября 2012
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter