Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Воспитетельсем - чи кăмăллă, ăслă, пысăк тавра курăмлă çынсем"

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче воспитетельсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Асăннă мероприяти пуçланиччен чи малтан республика Пуçлăхĕ шкул çулне çитмен вĕрентӳ учрежденисем хатĕрленĕ куравпа паллашнă. Çавăн пекех курава Чăваш Республикин грантне тивĕçнĕ педагогсем те хăйсен стенчĕсене вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев Ачасен керменĕнче хăш-пĕр уйрăм палăртнă пӳлĕмсене кĕрсе курнă. Нумайĕшĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ театр студийĕнче репетици самантĕнче, кĕвĕ кружокĕнче, икĕ техникă лабораторинче ачасемпе пупленĕ, занятийĕсене хутшăннă. Михаил Игнатьев уявра, хăйĕн сăмахĕнче воспитательсем пархатарлă та тивĕçлĕ ĕç пурнăçласа пынине палăртнă. «Ача сачĕ – кашни пепкешĕн пĕрремĕш утăм. Шăпах ача садĕнче, вĕсем хăйсен тавра-курăмлăхне ӳстерме пултараççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçма, сума сунма, тус-юлташĕсене хисеплеме. Эсир вĕрентнинчен нумай килет, вĕсем ӳссе çитсен мĕнле çын пуласси. Пĕр ӳстерсе каламасăрах палăртса хăварас килет: "Эсир чи кăмăллисем, ăслисем, пысăк тавракурăмлă çынсем», - тенĕ . Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян республикăра 435 шкул çулне çитмен ачасене хатĕрлекен вĕрентӳ учрежденисем, вĕсенче 13 пин ытла çын тăрăшни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев ĕçре  уйрăммăн палăрса тăракансене патшалăхăн Хисеп грамотисене парса чысланă.



27 сентября 2012
16:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter