Çĕнĕ Шупашкарта «Пĕчĕк тĕнче» ятлă çĕнĕ ача садне хута янă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта «Маленькая страна» ятлă ача садне уçнă çĕре хутшăннă. Шкул çулне çитмен вĕренӳ учреждение 2011-мĕш çулта республикăри адреслă инвестици пррограммине пурнăçа кĕртес тĕллевпе çĕклесе лартнă. Ача сачĕн ушкăнĕ тата ашшĕ-амăшĕсем умĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкул çулне çитмен вĕрентӳн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламланă. Паян вĕсем республикăра пурĕ 13 пин çын шутланаççĕ. Саламланă май, 2015-мĕш çулăн кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ача садне черет тăракансен шутне пĕтĕмпех пĕтерме палăртни çинчен  ырă хыпара пĕлтернĕ. «Çитес çул Çĕнĕ Шупашкарта тата тепĕр садик хута яма палăртса хунă. Шансах тăратăп, ку ĕçе те строительсем хăйсем çине илнĕ яваплăха вăхăтра пурнăçласса. Хулара тата та 160 хушма  ача сачĕн вырăнĕсем пулĕç. Çакна кура, 160 çемье ырă пулăмшăн савăнма пултарĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Ача садĕнче хушма 34 вырăн хатĕрлесе çитерме 480 пин илме çирĕплетекен свидетельствăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ парса чысланă.  Çак хуларах пурăнакан, Ольга Козлова кашни кун иртсе çӳремессеренех ача сачĕ пысăк та хăтлă пулассине шансах пурăннă пулнă. Пухăннă ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе республика Правительствине, хула администрацине, строительсене  çакăн пек капмар пысăк та илемлĕ, çутă та таса çурт çĕклесе лартса панишĕн чĕререн тав тунă. 240 вырăнлă икĕ хутлă ача сачĕ хальхи пурнăçпа тӳр килет. Çитĕнекен ăру валли мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Тĕлĕнмелле пысăк илĕртӳллĕ бассейн, кĕвĕ тат спорт уйрăмĕсем, вылямалли пӳлĕмсене те пĕтĕмпех тултарса çитернĕ. Пĕр сăмахпа каласан чăннипех те илемлĕх тĕнчи. Палăртнă объекта хута яма 104 миллион тенкĕлĕх тăкакланнă.    



27 сентября 2012
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter