Синкере сирме хатĕр пулмалла

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕпе, шалти служба генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа - вăл республикăна кунта патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан, сирсе яракан тата граждан оборонин пĕрлехи тытăмĕн территорири çум тытăмĕн вăйĕсен тата управлени органĕсен команда-штаб вĕренĕвĕ иртнĕ май килнĕ - тĕл пулнă.

Калаçу вăхăтĕнче Игорь Паньшин хăй Шупашкарта Чăваш Енĕн çăлав службисем граждан оборонин пысăк пĕлтерĕшлĕ команда-штаб вĕренĕвне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ çĕре хутшăннине пĕлтернĕ.

«Вăрман хуçалăхне хÿтĕлемешкĕн çĕнĕ 36 техника туяннă. 2010 çулхи пушар кÿнĕ сиене пĕтерсе пынишĕн эпĕ савăнатăп, вăрмана сыхлама пуçланишĕн çынсем те кăмăллă», - палăртнă Игорь Паньшин. «Тĕп тĕллев - республика территорийĕнче сиксе тухма пултаракан синкерсенчен асăрханас шутпа профилактика ĕçĕсем ирттересси», - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев çил-тăвăл - ăна пула Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпÿ районĕсем пуринчен ытларах шар курнă - кÿнĕ сиене пĕтерес енĕпе влаç органĕсем Раççей МЧСĕн территорири çум тытăмĕпе пĕрле килĕштерсе тата тухăçлăн ĕçленине пĕлтернĕ. «Никам та айккинче юлмарĕ, пурте талăкĕпех ĕçлерĕç. Çынсем хăйсен çуртне кĕске вăхăтрах юсаса çĕнетнĕшĕн куççуль витĕр тав турĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех çулла вăрман пушарĕ тухассин профилактикин ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă. Ку енĕпе Раççей вăрман хуçалăхĕ укçа-тенкĕ уйăрса пысăк пулăшу кÿрет. «Эпир çĕнĕ пушар-хими станцине тумашкăн хушма 26 млн тенкĕ илтĕмĕр. Республикăри кашни ял-хуларах пурнăçа тата хăрушсăртарах тăвас ĕçе тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлăпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Республикăра команда-штаб вĕренĕвĕ авăн уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче иртет. Çак вăхăтра Чăваш Енри аварипе çăлав службисем çут çанталăк тата техноген синкерĕсем тухсан е çакăн пек хăрушлăх пулсан инкексене сирсе яма пултарнине, вĕсен хатĕрленÿ шайне тĕрĕслеççĕ.

 

И.БЕЛОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter