Ÿсĕм туртăмĕсене упраса хăвармалла

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинчи ыйтусенчен мар, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 8 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарнинчен пуçларĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - кăçал чылай енĕпе ÿсĕм пуласси пирки тунă прогнозсем тÿрре тухаççĕ, çакна Чăвашстат та çирĕплетет. Ĕç укçин ÿсĕмĕ 17,4% танлашнă - шалу пысăкланнин хăвăртлăхĕпе эпир федерацин Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăнта-мĕн. Çапах Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç укçин виçипе Чăваш Ен çав-çавах округра кайрисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Хайхи ÿсĕм хăвăртлăхĕ шанăç кÿрет. Кирек мĕнле пулсан та, Михаил Игнатьев каланă тăрăх, «влаç хăйĕн обязательствисене пурнăçлать». Çийĕнчен шалăва ÿстерсе пынăшăн ĕç паракансене те тав турĕ - «вĕсем яваплăха туяççĕ».

Промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 114,9% çитнĕ. Ку кăтартупа эпир Раççейĕпе те малта. Ял хуçалăхĕнче те ĕç-пуç аван. Унти кăтартусене пĕтĕмлетме иртереххине йышăнчĕ пулин те Михаил Васильевич темиçе цифра асăнчĕ: аш-какай туса илесси - 111,7, сĕт суса илесси 111,1% танлашнă. Çăмарта та нумайрах туса илнĕ. Çакăнта патшалăх хресчене пулăшнин витĕмĕ куç кĕрет.

Строительствăри кăтарту - 105,7%, çакă та Раççейĕн вăтам цифринчен пысăкрах. Ку отрасль пирки сăмах пуçарнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ рынокра пурăнмалли çурт-йĕр дефицичĕ сисĕнни çинчен каларĕ. Сутлăхри хваттерсем хаклă. Эппин, конкуренци кирлĕ. Михаил Игнатьев шухăшĕпе, тăваткал метр хакĕ сахалтан та 20% йÿнĕрех пулмалла. Çавăнпа тивĕçлĕ тытăмсенчен кирлĕ сĕнÿсем кĕтнине палăртрĕ. Çурт-йĕр строительствине вăй памашкăн административлă чăрмавсене сирмелле, ĕçе тĕрлĕ компание явăçтармалла. Строительсене çулталăкри 10% виçипе укçа-тенкĕпе тивĕçтерни пулăшас шанăç пур. Çĕр - республикăн, çакă та витĕм кÿмелле. Çурт-йĕр тумашкăн çĕр лаптăкĕсене республика, муниципалитетсен харпăрлăхне туянассине «симĕс çутă» панă. Çапах хваттер черетĕнче - 75 пин çын, Михаил Васильевич калашле, «питĕ пысăк цифра».

Кун йĕркинчи ыйтусем çине куçнă май чи малтанах информполитика министрĕ Валентина Андреева «Универсаллă электрон карточки çинчен» саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Ăна ырларĕç. Карточка пирки кăшт тĕплĕнрех каласа пани вырăнлă. Вăл çын камне палăртакан документ. Çав вăхăтрах медицина полисне, пенси страхованийĕн свидетельствине улăштарать. Çавăн пекех унпа ахаль банк карточки пек те усă курма май пур. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме пулать. Ăна кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен заявлени çырнисене пама пуçланă. 14 çул тултарсан илме пулать. 2014 çултан пурне те параççĕ. Тÿлевсĕрех. Çак документăн хÿтлĕх шайĕ пысăк, усă курма меллĕ.

Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджетпа çыхăннă право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен пĕлтерчĕ. Тÿрлетÿсем налуксене пырса тивеççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн хăш-пĕр налукăн пысăкрах пайĕ малашне муниципалитетсен хыснине кĕрĕ.

Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисен васкавлă медпулăшу учрежденийĕсене пĕр тытăма пĕрлештерессипе çыхăннă сĕнÿ тавлаштармарĕ. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх - васкавлă медпулăшу пĕр тытăмра пулни унăн ĕçне йĕркелесе пырассине лайăхлатĕ. Сăмах май, асăннă хуласенчи медиксем ĕçе çĕнĕлле йĕркеленĕ май кÿршĕллĕ районсенчи чирлисене те пулăшĕç.

Республикăн 2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕн тата инноваци экономикин патшалăх программине хăш-пĕр улшăну кĕртрĕç. 2010-2015 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне çирĕплетмелли тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртнĕ чух вара вице-премьерăн - ял хуçалăх министрĕн Сергей Павловăн ыйту çуралчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев нумай çул хушшинче капланнă 63 тонна пестицидпа наркăмăшлă хутăшсене утилизацилесси пирки каларĕ те - Сергей Владимирович тата 22 тонна наркăмăш шăпипе кăсăкланчĕ. Пĕтĕмпе çав хутăшсем республикăра 85 тонна-мĕн. «Тĕп экологăн» татăклă хурав пулманнине кура Михаил Игнатьев наркăмăша пĕтĕмпех утилизацилес енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Асăрхаттарма та манмарĕ: совет саманинчен юлнă хутăшсене тĕп тăвассине, нимĕн те тăваймăн, патшалăх хăйĕн çине илĕ, малашне вара хуçалăх субъекчĕсен хăйсен ĕçлемелле пулать. Тĕрĕсех ĕнтĕ, им-çама вĕсем туянаççĕ, вăхăтра усă курманнине пула вăл наркăмăша çаврăнать - эппин, хăйсем айăплă, хăйсеннех тăкакланмалла.

Районсенчен пĕринчи культура учрежденине юсама уйăрнă укçапа усă курманни пирки сăмах пулчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ юсав вырăнсăр тесе укçана тавăрса панă иккен. Пĕр пайне, 300 пин тенке, урăх ял тăрăхĕнчи учреждени валли парас тенĕ. Михаил Игнатьев кунашкалли пулмалла марри пирки асăрхаттарчĕ: малтан укçа уйăрма йышăннă чух ăçта пăхнă? Çав укçа ĕçлемеллеччĕ вĕт, халь ав çĕнĕрен йышăну тума тивет...

МЧС çак кунсенче республикăра анлă вĕренÿ ирттернĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăха тĕрлĕ инкек пирки асăрхаттармалли-пĕлтермелли тытăм лару-тăрăвĕпе кăсăкланчĕ. Вăл кивелсе çитнĕ-мĕн. Тивĕçлĕ программăра ăна 20-мĕш çулччен улăштарма палăртнă. Михаил Васильевич ку ĕçе хăвăртлатма хушрĕ, пысăк укçа кирлĕ пулин те сыхлăха тивĕçтермеллине палăртрĕ. Çийĕнчен республикăри ялсен пĕр пайĕ пушар хуралĕн тимлĕхĕсĕр пулнине кура çак çитменлĕхе пĕтермелли пирки асăрхаттарчĕ. Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш унта ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем пур терĕ те - ку çырлахтармарĕ. «Пушар хуралĕн десантникĕсем, профессионалсем, вăрманта çунса кайрĕç. Эсир вара хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекенсем тетĕр. Вĕсене вут-çулăма пăрахар-и?» - терĕ Михаил Васильевич. Çавăнпа та хайхи ялсене пушар хуралĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ, вĕсене татса памашкăн Мускавпа калаçмалла пулсан хăй те пулăшма шантарчĕ.

Правительствăн унчченхи хăш-пĕр йышăнăвне вак-тĕвек улшăнусем кĕртессине татса панă хыççăн лару вĕçленмеллеччĕ ĕнтĕ. Анчах Михаил Игнатьев тепĕр ыйтăва çĕклерĕ. Республикăн Апат-çимĕç фончĕн финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ, пысăк çитменлĕхсем тупăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ унта укçана пĕр кунлăх фирмăсене куçара-куçара пани çинчен каларĕ. Ял хуçалăх министрĕ çакна 10-мĕш çулта типĕ çанталăка кура тĕш тырă тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулнипе сăлтавлама пăхрĕ те - Михаил Васильевич ăна пÿлчĕ: «Фонд ертÿçине ырлатăр тăк - награда илме тăратăр... Ман пата тивĕçлĕ информаци килсен тĕрĕслев ирттерме хушрăм та - çавăн хыççăн тин служба хучĕ çыртăр... 7 млн тенкĕ айккине кайнă, çак укçана вăл нихăçан та тавăраймĕ...» Çакăнта фонд ертÿçин хăйĕн интересĕ, коррупци сĕмĕ те çук-ши тесе иккĕленнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ пайăр яваплăх пулмалли пирки çирĕппĕн асăрхаттарчĕ.

 Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter