Йĕпреç районĕ: Пучинке тăрăхĕнче «Камай уйĕнчи вăйăсем» иртеççĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке тăрăхĕнче «Камай уйĕнчи вăйăсем» иртеççĕ. Çак кун республика шайçнчи виçĕ мероприятии иртмелле. Пĕрремĕшĕ вăл – «Камай уйĕн урхамахĕсем» ятлă хресчен лашисен ăмăртăвĕ, вăл кăçал вунулттăмĕш хут иртет. Кунта куракансем юланутçăсем 1 км та 330 метр тăршшĕ чупнине курма путарĕç. Çакăнтах йывăр туртакан лашасен ăмăртăвĕсем иртĕç, вĕсен пĕр тонна тинĕ урапана 120 метр тăршшĕне вăхăтпа туртса тухмалла, тата 30 метр тăршшĕне чи йывăр урапа туртса тухассипе кĕрешĕç. Кăçал «Камай уйĕн урхамахĕсем» программине çĕнĕлĕх кÿртнĕ: ятарласа хатĕрленĕ ипподромра юланутçăсен ăмăртăвĕсем иртĕç, кунта хытă чупакан лашасем ăмăртĕç. Çакăнпа пĕрлех Камай уйĕнче Республикари ял тăрăрăхĕсен ушкăнĕсен VI-мĕш Спартакиади иртĕ. Унăн программине çакă ăмăртусене кÿртнĕ: пĕр пăт таякан пукана хапха урлă пересси, 80 кг таякан мишукпа чĕркуçленсе ларасси тата сăрт тăрăх чупасси. Çав вăхăтрах Респликари вырăнти самоуправлении пуçлăхĕсен V-мĕш кунĕ иртет.Кунта вара волейбол тата футбол ăмăртăвĕсем, эстафета тата сухаçăсен ăмăртăвĕ иртĕ. Пурне те авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Камай уйĕнчи вăйăсене» чĕнетпĕр. Ăмăртусем 11 сехетре пуçланаççĕ.



28 сентября 2012
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter