Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинăсем тăвакан отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Машинăсем тăвакан отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 Професси уявĕ ячĕпе  чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Паянхи машинăсем тăвакан комплекс – Чăваш Ен экономикин малта пыракан, промышленность таварĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 57 процен­тĕн­чен ытла продукци туса кăларакан отраслĕсенчен пĕри. Чăваш Енри маши­нăсем тăвакан предприятисен таварĕсене Раççейĕн чылай реги­онĕн­че, çа­вăн пекех ют çĕр-шывсенче те лайăх пĕлеççĕ. Ытларах вĕсен ăнăçуллăхне пула республика промышленность производствин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕ енĕпе Атăлçи федераци округĕнчи регионсен хушшинче малти вырăна йы­шăнса тăрать. Инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртни, пурлăхпа укçа-тенкĕ тата ĕç ресурсĕсен мĕн пур майĕсемпе тухăçлăн усă курни, çавăн пекех тĕп фонд­сене çĕнетсе пыни отрасле кал-кал аталанма май паракан пĕлтерĕшлĕ фактор шутланать. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх республикăра тех­но­логи ин­новацийĕсем валли тăкакланă укçа-тенкĕ калăпăшĕ, 2010 çултипе тан­лаш­тарсан - 15 процента яхăн ӳссе  2187, 6 миллион тенке çитнĕ. Чăваш Республикинчи машинăcем тăвакан предприятисен таварĕсен пахалăхĕпе шанчăклăхне пин-пин çынлă ĕçченсен коллективĕ тата ин­же­нерсемпе техника персоналĕ тивĕçтереççĕ, вĕсем хăйсен пуян йăлисемпе тата паллă ĕç династийĕсемпе тивĕçлипе мăнаçланаççĕ. Организацисен ак­цио­нерĕсемпе ме­неджерĕсене вĕсен производствăна çĕнетес тата тавар­сене потребительсем патне çитерес енĕпе тă­вакан ту­хăçлă ĕçĕшĕн чунтан тав тăватăп. Пирĕн умра халĕ тата кăткăсрах  тĕллевсем  тăраççĕ.  Раççей  Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ организацине кĕнĕ май конкуренци  вăйланать тата унпа пĕр вăхăтрах таварсене вырнаçтармалли рынока палăрмаллах анлăлатма май уçăлать. Машинăсем тăвакансен професси ăсталăхĕпе пысăк  явап­лăхĕ тата ĕçе чунтан парăнни  вĕсене отрасль  вăй-хăвачĕпе тухăçлăн усă  курма пулăшасса, вĕсем туса кăларакан таварсем вара  «хак–пахалăх» тĕ­лĕшĕн­чен ют çĕр-шывсенчи тавар туса кăларакансен чи лайăх тĕс­лĕ­хĕсемпе ти­вĕçлĕн тупăшма пултарасса çирĕп шанса тăратăп. Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнӳсем, çи­рĕплĕх тата ырлăхпа телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                                     М.Игнатьев



28 сентября 2012
18:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter