Михаил Игнатьев патшалăхăн миграци политикин Концепцине сӳтсе явнă ĕçе хутшăннă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Саратовра Атăлçи Федерацин округĕнчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ  ертсе пынă канашлăва хутшăннă. Михаил Бабич йĕркелесе пыракан Канаш ĕçне Атăлçи Федерацин округне кĕрекен регионсен пуçлăхĕсем, федераци структурин представителĕсем,  аслă пĕлӳ паракан заведенисен ректорĕсем тата çавăн пекех ытти чĕннĕ сумлă представительсем пухăннă. Канашлура регион аспекчĕсем патшалăхăн миграци политикин  Концепцийĕнче  епле пурнăçланнине тишкернĕ. Тĕп ыйтупа Саратов облаçĕн губернаторĕ Валерий Радаев  калаçнă. Канашлу вăхăтĕнче округри регинсен ертӳçисем патшалăхăн миграци политикине аталантарассипе çыхăннă, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатнă. Михаил Бабич ытти регионсен ертӳçисем хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне парса чысланă. Раççей Федерацийĕн 2025-мĕш çулчченхи патшалăхăн миграци политикин Концепцине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулта  çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче ал пусса çирĕпленĕ.



28 сентября 2012
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter