Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ пенсионерсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн тата чĕререн саламлатăп! Çак куна пĕтĕм тĕнчере 1990 çултанпа паллă тăваççĕ. Ветерансем вăрçă хирĕнче кăтартнă паттăрлăхпа харсăрлăх, ĕçри хастарлăх аслă ăруран тĕслĕх илме хистеççĕ, çамрăксене тăван çĕре, хамăрăн халăха, унăн йăлисене юратма, хăйсен ĕçĕпе тăван ене аталантарма вĕрентеççĕ. Ватăсен пысăк ăсĕ, пурнăçри пуян опычĕ ыррине, вĕсем тунине, упраса хăварма, килес ăрусене парса хăварма пулăшать. Аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхлатасси – Раççейпе Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри çулланнă граждансен 80% ытла социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курать. Республика бюджетĕнчен кăна 2012 çулта çак тĕллевсемпе 1,786 млрд тенкĕ уйăрнă. «Чăваш  Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли стаж вăхăтне пĕчĕклетес енĕпе ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне стажшăн çак ята 18000 гражданина панă, çулталăк вĕçлениччен вĕсен пĕтĕмĕшле йышĕ 22000 çынпа танлашĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе тимлĕ тăрăшатпăр. Республикăра 2010 çултанпа 4562 çынна çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ, çав шутра 2012 çулта – 758 гражданина. Республикăн 2011-2013 çулсем валли хатĕрленĕ «Аслă ăру» программипе килĕшӳллĕн çуллен 6000 ватăпа инвалид ятарлă 39 учрежденире кăна мар, килте те, вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче те тивĕçлĕ социаллă пулăшу илет. Хăвăр тĕслĕхĕрпе эсир нумай çул пурăнмаллине, интереслĕ тулли пурнăçпа, ĕçлес кăмăла тата гражданинăн хастар позицине, тĕлĕнес тата савăнас пултарулăха упраса пурăнмаллине çирĕплететĕр. Хамăрăн ветерансене тата пенсионерсене чун çамрăклăхне упрама, çывăх çыннисен юратăвне, çамрăксен хисепне тата нумай-нумай çул пурăнмалăх çирĕп сывлăх сунатăп!

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                                    М.Игнатьев

 



29 сентября 2012
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter