Ача малашлăхĕ воспитательтен те килет

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче воспитательсем тата шкулчченхи вĕрентÿ ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире саламларĕ. Воспитательсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ: вĕсем хăйне евĕрлĕ курав йĕркеленĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ педагогсемпе учрежденисен стенчĕсемпе, “Ача сачĕ - малашлăха тунă утăм” проектсен хула конкурсĕн çĕнтерÿçисен презентацийĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Хальхи вăхăтра шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ­­сене çÿрекенсен тĕрлĕ енлĕн аталанма, сывлăхне çирĕплетме майсем çителĕклех. Михаил Васильевич асăннă курава пăхса тухнă хыççăн Керменти темиçе студие - нумаях пулмасть юсаса çĕнетнĕ­­скерсене - кĕрсе курчĕ. Çутă, таса пÿлĕмсене мĕн кирлипе йăлтах тивĕçтернĕ. Театр студийĕнче ăсталăхне туптакан ачасен хăнасене темиçе номер кăтартрĕç. Музыка кружокне ертсе пыракан çамрăк педагог, Мускавран килнĕскер, кунти ĕç условийĕсемпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ техника лабораторийĕсенчи ĕç-пуçпа та кăсăкланчĕ: пĕринче арçын ачасем хăйсем пухнă робота “калаçтараççĕ”, тепринче интерактив доскипе ĕçлеме хăнăхаççĕ.- Ача сачĕ вăл - ача-пăча социализацийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ. Пĕчĕкскер унта обществăра хăйне тĕрĕс тытма, тантăшĕсемпе хутшăнма хăнăхать, коллективра пурăнма вĕренет. Шăпах ача садĕнче унăн кĕлетке тата кăмăл-сипет аталанăвĕн никĕсĕ хывăнать. Вĕсем мĕнле çынсем пулса ÿсесси чылай чухне сирĕн ăсталăхран, пепкесене эсир мĕнле юратнинчен килет, - палăртрĕ Михаил Васильевич воспитательсене саламланă май. Вăл республикăра пĕтĕмпе 435 ача сачĕ ĕçленине, вĕсенче 13 пин ытла çын вăй хунине аса илтерчĕ. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 192 учрежденире шкулчченхи уйрăмсем уçнă, ытларахăшĕ - ялсенче. Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăннишĕн савăннине пытармарĕ. Çуралакансен шучĕ çут тĕнчерен уйрăлакансен йышĕнчен пысăкрах-мĕн - кун пекки юлашки 22 çулта пĕрре те пулман. Çапла вара паянхи çивĕч ыйту - ача садне лекес текенсен черечĕ - татăлмалла. - Çĕнĕ ача сачĕсем уçса эпир çемье институтне çирĕплететпĕр, - терĕ Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕ шкулчченхи вĕрентĕвĕн ĕçченĕсене - хастарлăхпа, маттурлăхпа палăрнисене - патшалăх наградисемпе чысларĕ. Пĕтĕм Раççейри “Ача сачĕсем - ачасене” конкурсăн /вăл “Пĕрлĕх­лĕ Раççей” партин çак ятлах проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ/ иккĕмĕш тапхăрĕн лауреачĕсене дипломсем пачĕ.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter