Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чи малтанах вăл пухăннисене Елена Иванова ентешĕмĕр Лондонри Паралимп вăййисенче 200 метра чупса çĕнтернĕ ятпа саламланă, спортпа туслашни çамрăксене воспитани памалли чи ăнăçлă мел пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне çĕнетмелли мерăсене мĕнле пурнăçлани çинчен ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каласа панă Йышăну комиссийĕсем мĕн пур шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине палăртнă. Михаил Васильевич шкулсенче ачасен апатланăвне «швед сĕтелĕн» принципĕпе йĕркелемелли çинчен каланă. Шкул ачисене апатлантарма усă куракан çимĕçсем хакланни пирки информаци пуррине палăртнă. Тĕслĕхрен, сĕт продукчĕсен, çăнăх, çăмарта, тăвар хакĕсем 30% ытла ÿснĕ. Çавна май тивĕçлĕ органсене социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене йĕркелесе пымалли çинчен аса илтернĕ. Канашлура çавăн пекех касмалли вăрман лаптăкĕсене арендăна парас тĕлĕшпе аукционсем ирттерессипе, вăрман каснăшăн аренда тÿлевне татман организацисенчен парăмсене шыраса илессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

 



03 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter