Пирĕн ентеш - чемпионка!

Иртнĕ юн кунранпа Лондонра XIV Паралимпиада пырать. Инвалидсен спорчĕ тĕнчере çулран çул аталанса пынăран хальхи ăмăртусене те 164 çĕр-шыв командинчи 4200 ытла спортсмен хутшăнать. Вĕсем çăмăл атлетикăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртаççĕ.

Йĕрки вара çапла: кам мĕнле чире пула сусăрланнине шута илсе спортсменсем тĕрлĕ ушкăнра тупăшаççĕ. Командăсен хушшинчи кĕрешÿ те çÿллĕ шайра иртет. Хальлĕхе Лондонра Китай спортсменĕсем малта. Раççей команди те Паралимпиадăна япăх мар хатĕрленни палăрать.

Çĕр-шыв чысне 183 спортсмен хÿтĕлет. Вĕсенчен пĕри - Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, 24 çулти Елена Иванова. Пултаруллă çăмăл атлет Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш ятарлă спорт шкулĕнче ăсталăха туптаса сахал мар çитĕнÿ тунă. Пĕлтĕр вăл тĕнче чемпионкин ятне çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал çулла Елена Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче 100 тата 200 метра чупассипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Паралимпиадăри стартсем Ивановăшăн 200 метра чупассинчен пуçланнă. Командăри юлташĕсем тата Валерий Васильев тренер шаннине тÿрре кăларса, хăйĕн чи пысăк ĕмĕтне пурнăçласа Елена финиша пĕрремĕш çитнĕ. Пирĕн ентеш - чемпионка! Иккĕмĕш вырăна Корея спортсменки йышăннă, виççĕмĕшне - Аргентина командинчи спринтер.

Чемпионкăн «ылтăн» финишĕ çинчен виçĕм кунах пĕлтерчĕç. Ырă çак хыпара Иванова вĕренекен Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнче, пĕтĕм Чăваш Енре савăнса кĕтсе илчĕç. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев хастар спортсменкăна чĕререн тав туса телеграммăпа саламларĕ: «Сирĕн спортри ăсталăх, хăюлăхпа çирĕп вăй-хал чăннипех тĕлĕнтерет. Ку вăл нумай çыншăн ырă тĕслĕх. Сирĕн çĕнтерÿ пысăк тĕллев лартнă çын темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултарассине çирĕплетсе парать. Çĕнĕ çитĕнÿсем, ырă кăмăл, телейпе юрату сунатăп!»

Паралимпиада вучĕ эрне вĕçленичченех ялкăшĕ. Тĕревпе хускану енчен сусăр çăмăл атлетсен хушшинче мала тухассишĕн Елена Иванова паян эстафетăра чупĕ, çитес шăмат кун - 100 метра.

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Паралимп вăййисенче Шупашкар спортсменки, 20 çулти Анна Сорокина вара кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Тĕп хулари суккăррисен тата начар куракансен интернат шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕр сăнă ывăтас енĕпе ăмăртнă. Спортсменкăн кăтартăвĕ - 38 метр та 79 сантиметр.

Сăнă ывăтас енĕпе чемпионка - Серби хĕрĕ Таня Драгич. Вăл Паралимп вăййисенче тĕнче рекордне кăтартнă - 52,51 метр. «Бронза» - Наталья Эдер австрийкăн /38,03/. Аса илтеретпĕр: Анна Сорокина хальхи вăхăтра Ĕпхÿри аслă шкулсенчен пĕринче пĕлÿ илет.

 Юрий ПЛОТНИКОВ



Хыпар
04 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter