Шупашкарта самбо шкулĕ уçăлнă

image #2653Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей дзюдо федерацийĕн аслă канашĕн председателĕпе, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕпе тата физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Аркадий Ротенбергпа тĕл пулнă. Шупашкара вăл пĕр кунлăх ĕçлĕ визитпа çитнĕ.

Аэропортра кĕтсе илнĕ хыççăн Правительство çуртĕнче канашлу иртнĕ.

Унта çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри тата Еропăри самбо федерацийĕсен президенчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Елисеев, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, федерацин Кăнтăр округĕпе Краснодар крайĕн самбо тата дзюдо федерацийĕн председателĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Рудольф Бабоян, ЧР Самбо тата дзюдо аталанăвĕн фончĕн председателĕ Сергей Гаврилов, самбо енĕпе ĕçлекен «Четра» професси клубĕн аслă тренерĕ Юрий Шоя хутшăннă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленине палăртнă. Республикăра кĕрешĕвĕн çак енĕсемпе пин çурăна яхăн çын кăсăкланать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ дзюдо енĕпе чăваш тренерĕсене хатĕрлеме квалификациллĕ кадрсене явăçтармашкăн пулăшма ыйтнă. «Явара-Нева» дзюдо спорт клубĕн /Раççей Президенчĕ В.Путин - унăн хисеплĕ президенчĕ/ генеральнăй директорĕ Аркадий Ротенберг çак ыйтупа пулăшма килĕшнĕ.

А.Ротенбергпа С.Елисеев М.Игнатьева дзюдо енĕпе Европа чемпионатне /2010 çулта Шупашкарта иртнĕ/ лайăх йĕркеленĕшĕн асăнмалăх наградăпа хавхалантарнă.

Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Михаил Игнатьев Раççей дзюдо федерацийĕн аслă канашĕн председательне тав тунă, чăваш наци тумне - шупăр - парнеленĕ. Сергей Елисеев, Юрий Шоя тата Рудольф Бабоян республика Пуçлăхĕн аллинчен чăваш наци тĕррипе илемлетнĕ кĕпесем илнĕ.

А.Ротенберг «Четра» самбо шкулне икĕ татами илмелли сертификат панă.

 

В.ВАСИЛЬЕВ.



Хыпар
05 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter