Эстафетăра - пĕрремĕш. Елена Ивановăн - иккĕмĕш «ылтăн»

image #2656Лондонри XIV Паралимп вăййисенче Чăваш Ен спортсменки Елена Иванова эстафета чупса /4х100 метра/ «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Аса илтеретпĕр: ку унăн Паралимпиадăри иккĕмĕш ылтăн медаль. 200 метра чупассипе те вăл финиша пĕрремĕш çитнĕччĕ.

Çивĕч кĕрешÿре Раççей хĕрĕсене - Анастасия Овсянниковăна, Светлана Сергеевăна, Елена Ивановăна тата Маргарита Гончаровăна çитекенни пулман. Вĕсен кăтартăвĕ - 54,86 çеккунт. Китаянкăсем - иккĕмĕш вырăнта /55,65/. Аслă Британи хĕрĕсен - «бронза» /56,08/. Палăртмалла: Раççей спортсменкисен эстафета команди кăçал Европа чемпионатĕнче те чи лайăххи пулнă.

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăна хăпарнă /23-22-17/. Аслă Британи команди - иккĕмĕш /23-30-26/. Китаецсем малти вырăнта /53-39-40/. Наградăсен хисепĕпе те Китайăн пĕрлештернĕ командине çитекенни çук /132/. Аслă Британи пухмачĕнче - 79, Раççейĕн 62 медаль.

Çуллахи Паралимп вăййисене Чăваш Ен спортсменĕсем иккĕмĕш хут кăна хутшăнаççĕ. 2008 çулта Пекинра Шупашкар хĕрĕ Юлия Линевич ăмăртнă. Шел, ăна пьедестал çине хăпарма пÿрмен. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Валерий Васильевăн вĕренекенĕ Елена Иванова ылтăн икĕ медальпе Паралимпиада историне кĕчĕ. Специалистсен шухăшĕпе - Ленăшăн ăнăçу вĕçленмен-ха. 100 метра чупассипе те вăл вăйлисен йышĕнче. Старт - авăнăн 8-мĕшĕнче. 13.18 - пирвайхи чупу, 22.06 - финал.

«Пĕлетĕп, Чăваш Ен мана шанать. Уншăн пурне те тав. Валерий Васильевпа Николай Романов тренерсене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Эпĕ хальлĕхе мĕн пулса иртнине ăнланаймарăм-ха, çапах та пĕлетĕп, лăпланма иртерех. Умра - манăн юратнă дистанци, 100 метра чупасси», - тенĕ Елена ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствине янă электрон çырура.

 

 Р.АНАТОЛЬЕВА



Хыпар
06 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter