Уяв «Вĕç, вĕç, куккук» юрăпа вĕçленчĕ

image #2657Шел, вĕсем çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет: пурăннă тăк чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ Анна Алексеевна Николаева авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 112 çул тултармаллаччĕ. Унăн мухтавлă ывăлĕ, çут тĕнчене шăпах çак кун килнĕ, уçлăха икĕ хут тухса çăлтăрсемпе чăвашла калаçнă, планетăмăр çинче чăваш халăхĕ те пурăннине пĕлтернĕ Андриян Григорьевич 83 çула çитмеллеччĕ.

Тăван халăхăмăрăн кăйкăрĕ паян пирĕн хушăра çук пулин те - унăн сăнĕ вун-вун ăру асĕнче упранĕ, паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавт летчикĕ, икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ çуралнă кун чăваш тĕнчи кăна мар, пĕтĕм этемлĕх унăн нимпе виçейми паттăрлăхне сума сăвать. Мĕншĕн тесен ăна тĕнче юратать, хисеплет, асра тытать. Ентешĕмĕре халалланă уяв мероприятийĕсем ĕнер унăн тăван ялĕнче - Шуршăлти Космонавтика музейĕнче иртрĕç. Ашшĕне асра тытса пурăннăшăн тав тума, чăваш халăхне ырă сунма ĕнер шĕкĕр хуламăра Андриян Григорьевич хĕрĕ Алена Николаева-Терешкова мăшăрĕпе пĕрле килчĕ. Чукун çул вокзалĕнче хисеплĕ хăнасене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов тата ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, общество организацийĕсен представителĕсем кĕтсе илчĕç.

«Шупашкарта, аттене çуратса ÿстернĕ çĕр çинче татах пулма тÿр килнĕшĕн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп, ырă туйăмлă çынсен ытамне лекме, вĕсен хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă, - терĕ Алена Андрияновна журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа. - Тĕлĕнмелле ырă туйăмсем çупăрлаççĕ мана, ăна палăртма сăмахăм та çитмест. Пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, ыррине кăна сунатăп...»

Андриян Николаев ячĕллĕ хулари 10-мĕш вăтам шкулти çамрăк космонавтсен отрячĕпе тĕл пулнă хыççăн Алена Андрияновнăпа тата унпа пĕрле килнĕ хăнасем Шуршăла çул тытрĕç. Мемориал комплексĕнчи Андриян Григорьевичăн вил тăприне пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç, унтан вĕсене музей ĕçченĕсем çак кун тĕлне ятарласа хатĕрленĕ курава йыхравларĕç. Музей фончĕ кунран-кун пуянланса пынăран выставкăра çĕнĕ экспонатсемпе паллашма май пулчĕ.

Нумай мероприяти иртрĕ çак кун. Вăл шутра - йăлана кĕнĕ спорт эстафети, «Сĕнтĕрвăрри - Шуршăл» агитчупу, «Чăваш кĕрешĕвĕ» спорт федерацийĕ Андриян Николаев ячĕллĕ парнене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнир /кăçал унта тупăшма 17 команда, ытти çултинчен чылай нумайрах, кăмăл тунă/, шкулта вĕренекенсен хушшинчи «Пирĕн çăлтăр А.Г.Николаев - чăваш халăхĕн мухтавĕ» ятпа ирттерекен чи лайăх сочиненисен, чи лайăх сăвăсен, чи лайăх ÿкерчĕксен пултарулăх конкурсĕ. Тата ытти те. Уяв вĕçленнĕ чухне вĕсен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Мала тухнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Алена Николаева-Терешкова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев чысларĕç.

Шуршăлсем Михаил Игнатьева, ытти çĕртен килнĕ делегацисен ертÿçисене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем сăваплă Адриянпа Наталья часавайне кĕрсе çурта çутрĕç, вил тăприне пуç тайрĕç, çывăхри лапамра асăну чечекĕсем лартрĕç.

Михаил Игнатьев савăнăçлă митингра каланă сăмахсем Андриян Григорьевичăн сăнарне куç умне тепĕр хут чĕррĕн кăларчĕç. Михаил Васильевич пурне те Андриян Григорьевич пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăмăршăн тăрăшса ĕçлеме-пурăнма ырă сунчĕ. Алена Андрияновна калани те пил пек илтĕнчĕ: «Атте хăйĕн тăван кĕтесне питĕ юрататчĕ, уншăн çав тери тунсăхлатчĕ, тăван чĕлхене питĕ хисеплетчĕ. Чĕлхене юратăр, хисеплĕр. Çуралнă кĕтесе яланах асра тытăр, ан манăр!.. Тĕнчери чи хаклă çынсене эпĕ те атте чĕлхипе хисеплеме пĕлетĕп, вĕсем - аттепе анне!» Юлашки икĕ сăмаха чăвашпа вырăс хĕрĕ чăн чăвашла, туйăмпа каларĕ.

Андриян Григорьевич чăваш юррисене питĕ юратнине пурте пĕлеççĕ. Уяв мухтавлă Андриянăмăр кăмăлланă чăваш юррисен концерчĕпе вĕçленчĕ.

 

 Юрий СТЕПАНОВ



Хыпар
06 сентября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter