Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев финанс сферинче ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе саламлани

 Финанс сферин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Кирек мĕнле патшалăх никĕсне те финанс тытăмĕ йĕркелет. Унăн тухăçлă ĕçĕ экономикăн мĕн пур сферин çирĕп аталанăвне вăй-хал кÿрет, социаллă тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама май парать.

Финансист профессийĕ çынна хăй çине пысăк яваплăх илме, теветкеллĕхе тĕрĕс хак пама, харпăр хăй пĕлĕвне тăтăшах ÿстерсе пыма, професси шайне тата кăмăл-туйăм пахалăхĕсене лайăхлатса пыма хистет.

Чăваш Енĕн финанс отраслĕн специалисчĕсен тăрăшуллă ĕçне пула республикăра шайлашуллă тата социаллă тĕллевлĕ бюджет йĕркелеме май паракан пиçĕ, уçăмлă та çирĕп финанс тытăмне туса хунă.

Республикăра туса хатĕрлесе ăнăçлăн ĕçе кĕртнĕ бюджет укçи-тенкине тухăçлăн тăкакламалли механизм тĕнче стандарчĕсене çывăх. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен тÿрех Fitch тата Moody’s тĕнчери ятлă-сумлă икĕ рейтинг агентствин лайăх хаклавне тивĕçнĕ, çапла майпа Раççей Федерацийĕн çак чыса çĕнсе илнĕ вун пĕрмĕш регионĕ пулса тăнă.

Обществăлла укçа-тенке тытса пырас енĕпе пирĕн республика малашне те ырă тĕслĕх кăтартакан регион шутĕнче пуласса çирĕп шанса тăратăп. Финанс ĕçченĕсемпе ветеранĕсене çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ырă шанăç, ăнăçу тата ырлăхпа телей сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                          М. Игнатьев



08 сентября 2012
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter