Раштав кĕлли иртнĕ

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Татиана соборĕнче Раштав праçникĕ ячĕпе Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ уяв кĕлли ирттернĕ.

Уяв литургине ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов хутшăннă. Вăл Варнавăна çутă праçникпе саламланă, чечек çыххи парнеленĕ.

Кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн министрпа митрополит ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Унта тĕн пĕлтерĕшлĕ объектсене Чăваш митрополитне тавăрса парас ыйтăва хускатнă, пĕрлехи мероприятисене ирттерессине сÿтсе явнă. С.Савинова



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 января 2013
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter