Сывлăх кунне - йĕлтĕрпе

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче, республикăра иртнĕ Сывлăх кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата ывăлĕпе йĕлтĕрпе ярăннă çĕре хутшăннă. Чупу Ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕнче иртнĕ. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине спортăн çак енне кăмăллакан 200 ытла çын тухнă. Вĕсен йышĕнче - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн, министерство-ведомствăсен ертÿçисемпе ĕçченĕсем, Шупашкар хула администрацийĕнче тăрăшакансем, хула пухăвĕн депутачĕсем. Чылайăшĕ спорт уявне çемйисемпе килнĕ.

Сывă пурнăç йĕркин праçникне уçнă май Михаил Игнатьев Чăваш Ен те Пĕтĕм Раççейри спорт тата сывлăх вунă кунлăхне хастар хутшăннине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, тĕрĕс апатланни çыннăн сывлăхне çирĕплетме, спортпа туслашни вара вăйлă, çирĕп кăмăллă пулма пулăшаççĕ.

Массăллă йĕлтĕр чупăвĕ çÿллĕ шайра иртнĕ, спортпа сывлăхăн чăн-чăн праçникĕ пулса тăнă.

Р.Иванова



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 января 2013
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter