Хушма мерăсем йышăннă

Кăрлачăн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче халăха шыв парса тăрас, унăн шанчăклăхне ÿстерес, каяшсене тасатас, шыв пăрăхĕпе канализаци хуçалăхне тапхăрăн-тапхăрăн модернизацилемешкĕн условисем тума паха ĕçсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Марков, çавăн пекех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыков, Александр Сироткин уяв кунĕсенче шывпа тивĕçтерекен тытăмри оперативлă лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Республикăри ял-хулара шывпа пĕр чăрмавсăр тивĕçтернине палăртнă. Кăрлачăн 1-2-мĕшĕсенче Етĕрнере тата Шупашкарта шыв пăрăхĕн сечĕсенче пулнă икĕ аварие шута илнĕ, кăлтăксене кăрлачăн 2-мĕшĕнче пĕтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ «Чăваш Республикинче шывпа тивĕçтерессине, ăна юхтарса кăларассине аталантармалли хушма мерăсем çинчен» указа алă пуснине пĕлтернĕ. Республикăн Министрсен Кабинечĕн Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче шывпа тивĕçтермелли, ăна юхтарса кăлармалли, каяшсене тасатмалли пĕрлехи тытăм йĕркелеме условисем туса памалла. Кунсăр пуçне, указпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре коммуналлă инфратытăм системисен аталанăвне инвестицисем явăçтармалли мерăсем туса хатĕрлĕç.

Пĕрремĕш тапхăрта Чăваш Республикин Строительство министерствин «Биологи тĕлĕшĕнчен тасатмалли сооруженисем» патшалăх унитари предприятине тата муниципалитетăн «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи коммуналлă сетьсем» унитари предприятине акцисем параççĕ. Çакăн хыççăн вĕсене Шупашкарти «Водоканал» АУОпа пĕрлештерме палăртаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх - республикăн пысăк икĕ хулинче шывпа тивĕçтермелли тата ăна юхтарса кăлармалли пĕрлехи тытăм туса хурас ыйту тахçанах тăрать, Çĕнĕ хула тума пуçланă май çак тема пушшех те çивĕчленнĕ.

Михаил Игнатьев Министрсен Кабинетне, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсене йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлеме хушнă. В.Васаильев



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 января 2013
10:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter