Элĕк районĕ: вăхăт шăвать малалла

2011 çулта пурĕ 202 ача çуралнă, 387 çын пурнăçран уйрăлнă, 142 çемье çавăрнă, çав вăхăтрах 52 çемье уйрăлнă.

2010 çулхипе танлаштарсан, çураласси чакнă. Пĕлтĕр 1 пепке сахалтарах регистрациленĕ. Мăшăрланмасăр ача çуратакансем 40-ĕн пулнă. Çула çитмен хĕрсем икĕ ачана кун çути парнеленĕ. 70 çемьере – пĕрремĕш ача, 73 çемьере – иккĕмĕш ача çуралнă.

Виçĕ ял тăрăхĕнче ача çуралас енĕпе лару-тăру лайăхланни сисĕнет: Мăн Вылă ял тăрăхĕнче – 20 (2010 çулта – 10), Тавăт ял тăрăхĕнче – 29 (2010 çулта – 25), Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче – 19 (2010 çулта – 18). Элĕкре пурăнакан икĕ çемьере йĕкĕрешсем çуралнă.

197 арçынпа 190 хĕрарăм пурнăçран яланлăхах уйрăлнă. 2011 çулта, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 24 çемье ытларах чăмăртаннă.



11 января 2013
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter