Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи «Чăваш бройлер» АУПа ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи «Чăваш бройлер» АУПа ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ. Унпа пĕрле асăннă предприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хутшăннă. Хăнасем чăх-чĕп фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Чĕпсем кăларакан тата çăмартасем тăвакан цехсенчи технологисене пăхнă. Ветеринари специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кунта тăрăшакансем медицина пулăшăвĕсемпе вăхăтра усă кураççĕ. Республикăра та вĕсем пахалăх сертификатне пĕрремĕш илме тивĕç пулнине палăртнă. Канашлу залĕнче ĕçлекен ушкăнпа тĕл пулу ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2012 çулăн ял хуçалăх сферинчи ĕç кăтартăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. «Чăваш бройлер.» АУПăн генеральнăй директорĕ Вадим Николаев палăртнă тăрăх, юлашки икĕ çул хушшинче предприяти кайăк-кĕшĕк ашне туса илессине 4 пин тонна таран ӳстерме май килнине каланă, 2012 çулта 12 пин тонна яхăн аш-какай туса кăларнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртнă: «Эпĕ шансах тăратăп: пуласлăхра эсир Евросоюз çĕр-шывĕсенчи пасарсене те тивĕçлĕнех тухма пултаратăр», - тенĕ. Юлашкинчен предприятире ĕçпе палăрнисене Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă. Михаил Игнатьев предприятин чи лайăх икĕ ĕçченне Чăваш Республикин патшалăх символикĕллĕ сехете парнеленĕ. Тĕплĕнрех



11 января 2013
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter