2012 çул пепкесем нумайрах парнеленĕ

Элĕк райадминистрацин ЗАГС пайĕ 2012 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе граждансен хушшинчи хутшăнусен 733 актне регистрациленĕ: 218 ача çуралнă, 350 çын вилнĕ, пĕрлешекенсем – 90 мăшăр, уйрăлакансем – 49, ашшĕ пулнине çирĕплетнĕ 20 акт çырнă, 6 акт – ят-хушамата улăштарни пирки.

Курăнать ĕнтĕ, иртсе кайнă çулталăк 2011 çулхинчен 16 ача нумайрах илсе килнĕ. Çут тĕнчене килнисенчен йĕкĕрешсем – 3-ĕн. Çуралнисен хисепĕ пĕрешкел: арçын ачасем – 109, хĕр ачасем те çавăн чухлех.Иртнĕ çул 77 çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ.

Пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 37 çын сахалтарах вилнĕ. Пурнăçран уйрăлнă арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 61 çул, хĕрарăмсен – 75 çул.

Иртсе кайнă çулталăкра 90 мăшăр пĕр çемьене пĕрлешнĕ (2011 çулта – 142). Виçĕмçул 52 мăшăр, пĕлтĕр 49 мăшăр уйрăлнă.



11 января 2013
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter