Элĕк районĕ: кружокăн тĕллевĕсем пысăк

Юнтапа шкулĕ çумĕнче «Çамрăк историк» кружок ăнăçлă ĕçлет. Кунта çÿрекенсем çĕршыв культурипе паллашаççĕ, паллă çынсем пирки тĕплĕн пĕлеççĕ, çавăн пекех историн тĕрлĕ тапхăрне тĕпчеççĕ. Кружока йĕркелесе янăранпа пĕр çул çеç çитнĕ пулин те хăш-пĕр ÿсĕмсем тума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Акă Татьяна Федорован «Манăн пĕчĕк çĕршыв» ĕçне районти конкурсра пысăк хак панă, çавна май вăл «Пĕчĕк çĕршывăн чĕрĕ символĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Кружокăн тĕллевĕсем пысăк. Пултаруллă ачасене тупса палăртасси тĕп вырăнта пулĕ. Çавăнпа та «Çамрăк историк» патне туртăнакансен йышĕ те ÿсĕ.



11 января 2013
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter