Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем! 

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!        

Эсир патшалӑх интересӗсене, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хураллатӑр, хӑвӑрӑн ырми-канми ӗҫӗрпе право йӗркине ҫирӗплетес тата обществӑра саккун ыйтнисене хисеплеме хӑнӑхтарассине йӗркелес ӗҫе, Раҫҫей патшалӑхӗн малашнехи демократилле аталанӑвне питех те пысӑк тӳпе хыватӑр.

Прокуратура сотрудникӗсен умне уйрӑм требованисем лартаҫҫӗ, вӗт тунӑ преступленисемшӗн наказани парасран пӑрӑнса юлма май паман принцип тухӑҫлӑн пурнӑҫланасси ытларах чухне сирӗн професси ӑсталӑхӗнчен тата компентентлӑхӑртан килет.

Чăваш Республикин прокуратурин ĕçченĕсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑхӑт чӗнӗвӗсем ҫине пӗлсе тата хӑвӑрт ответ параҫҫӗ, прокурор асӑрхавӗн ӗҫне тӑтӑшах лайӑхлатса пыраҫҫӗ.

Сире ырми-канми ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп. Прокуратура влаҫӑн тӗрлӗ юппипе ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫӳллӗ шай республикӑри саккунлӑхпа право йӗркине малалла ҫирӗплетмелли тухӑҫлӑ ӗҫ-хӗлӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрасси пирки те иккӗленместӗп.

Ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ пуҫарурах ӑнӑҫу, телей тата ырлӑх сунатӑп.               

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 М.Игнатьев

     



11 января 2013
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter