Патшалăх пулăшăвĕ сыхланса юлĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи «Чăваш бройлерĕ» обществăра пулчĕ. Витесене кĕрсе чĕп çитĕнтермелли, çăмарта тутармалли, чăх ашне вакласа суту-илÿ организацийĕсене ăсатма хатĕрлемелли технологисемпе паллашрĕ. Çĕнĕ Тутаркассинче пурăнакан Леонид Ефимовран, Алексей Катяков бригадиртан хăйсен тивĕçне мĕнлерех пурнăçланине ыйтса пĕлчĕ.

Бройлер ашне пурте тенĕ пекех кăмăллаççĕ. Анчах çак чăха фабрикăра хĕрĕх талăкранах пуснине кашниех пĕлмест пулĕ. «Таса какай вăтамран 1,5 килограмм тухать», - пĕлтерчĕ Юрий Давыдов бригадир.

Чăх пусмалли цехра кунĕпех шав тăрать. Сутуçăсем тупăшсах аш илсе каяççĕ. Сивĕтмĕшре вăл пĕр кун та ытлашши выртмасть.

Республика Пуçлăхĕ предприятин конференц-залĕнче общество коллективĕпе тĕл пулчĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Тĕп кăтартусене «Хыпарта» çутатнăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсем çинче чарăнса тăмăпăр. Çапах та мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче иртнĕ çул сĕт виçĕм çулхинчен кăштах ытларах суса илнине палăртас килет. «Ÿсĕм сăлтавне кашни ĕнерен продукци илессине ÿстернипе ăнлантаратпăр, - терĕ Сергей Владимирович. - Сăмахран, Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 5 пин килограмм сĕт суса илчĕç. 2012 çула ăнăçлă вĕçлерĕç».

Министр ял ĕçченĕсене кăсăклантаракан ыйтусене те хуравларĕ. Çу уйăхĕсенче сĕт туса илсе комбинатсене сутакан мĕн пур йышши хуçалăхсене пурне те продукци тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма республика хыснинчен кăçал та субсиди уйăрĕç. Завода пĕрремĕш сортлă тата чи паха сĕт ăсатнăшăн субсиди уйăрмалли йĕркене Раççей Правительстви те çирĕплетнĕ. Министерство кăçал кашни районта пĕрререн сахал мар çемье ферми йĕркелемешкĕн ĕç пуçарнисене пулăшма тĕллев лартнă. Федерацин «Ĕçе пуçăнакан фермер» программине пурнăçлас тĕлĕшпе кăçал та вăй хурĕç. Апла пулсан - ялсенче унпа та усă курма тăрăшмалла.

Министерствăна пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ парлак çĕрпе çав-çавах тухăçлă усă курма тытăнманни. Сергей Павлов каланă тăрăх - темиçе çул пушă выртнă 5 пин гектара пĕлтĕр пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă. Сухаламалли-акмалли тата 25 пин гектар. Çав шутра Шупашкар районĕнче те нумай. Пĕр пайне «Чăваш бройлерĕ», «Искра» хуçалăх ĕçе кĕртесшĕн. Министр тĕл пулăва хутшăннă ертÿçĕсене инвесторсене агропромышленноçа явăçтарма чĕнсе каларĕ.

«Чăваш бройлерĕн» директорĕ, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев кĕскен предприяти ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Совет тапхăрĕнче фабрикăра çуллен 3800-4000 тонна аш туса илнĕ. Иртнĕ çул ăна лавккасене 12 пин тонна ăсатнă. Предприятие 170 млн тенкĕлĕх кредит парсан, ăна паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăракан технологие хута ярсан - производствăна татах ÿстерĕç.

Республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, малтан Вăрнарти аш-какай комбинатне ертсе пынăскер тата ял хуçалăх отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене лайăх пĕлекенскер, Чăваш Ен парламенчĕ тĕрлĕ шайри предприяти-организаци коллективĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленине, саккунсем йышăннă чухне ĕç коллективĕсен, уйрăм çынсен, общество организацийĕсен сĕнĕвне шута илнине палăртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприяти кăтартăвне тишкернĕ хыççăн унăн ĕçĕпе хăй кăмăллине пĕлтерчĕ. Республикăра пурăнакансен социаллă пурнăçне пырса тивекен ыйтусене уçăмлатрĕ. Чăваш Ен бюджечĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн республика тĕрлĕ категорие кÿрекен мĕн пур пулăшупа кăçал та пĕлтĕрхи пекех усă курĕç.

Иртнĕ çулсенче Михаил Игнатьев патне: «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн ятне пама хĕрарăмсене - 35, арçынсене 40 çул стаж пухсан списока кĕртмелле», - текен сĕнÿ нумай çитернĕ. Михаил Игнатьев, пĕтĕмĕшле илсен, ăна хирĕç мар. Анчах ыйтăва татса пама республикăн çуллен 800-850 млн тенкĕ ĕçлесе илсе хыснана хывмалла. Ку тĕллев пурнăçлансан кăна йышăну кăларĕç. Иртнĕ çул вара республика шайĕнчи 20 пин ытла ĕç ветеранĕ патшалăх кÿрекен çăмăллăхпа усă курнă.

2012 çулта Чăваш Енри организацисенче вăй хуракансен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 17200 тенкĕ пулнă. Вăл ÿссех пырать. Республика иртнĕ çул туса илнĕ тупăш 2011 çулхинчен 17 процент пысăкрах.

Республика Пуçлăхĕ 2015 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кашни ачана садикпе тивĕçтерме шантарчĕ. Кăçалтан ашшĕ-амăшĕ виççĕмĕш ачашăн тата усрава илнĕ виççĕмĕш ачашăн виçĕ çула çитиччен кашни уйăхра республика хыснинчен 5504 тенкĕлĕх пособи илĕ. Юлашкинчен Михаил Игнатьев общество ĕçченĕсене республика наградисене пачĕ. (Ю.Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 января 2013
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter