Кун йĕркинче - актуаллă ыйтусем

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Минитстрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ служба пуçлăхĕсем эрнесерен ирттерекен канашлăва пуçтарăннă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă мероприятисем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Калăпăр, рашавăн 18-мĕшĕпе кăрлачăн 13-мĕшĕччен пурĕ 262 уяв мероприятийĕсем ирттернĕ. Вĕсене 61000 ачапа çитĕннĕ çынсем хутшăннă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче раштавăн 26-28-мĕшĕсенче ачасем валли республика шайĕнчи Çĕнĕ çул уявĕсем иртнĕ. Вĕсенче 2500 ача хутшăннă, ку шутра шкулта лайăх кăтартусемпе вĕренсе пыракан ачасем, тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерӳçисем пулнă. Çакна та палăртса хăвармалла, сахал тупăшлă çемьесенчи, йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата ытти уйрăм категорири ачасем те уяв мероприятийĕсене хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Шупашкарта пурĕ 1200 яхăн тĕрлĕ конкурс, культура, спорт вăййисем ирттернĕ. Вĕсенче 255000 çын хутшăннă. Хутшăнакансене ытларах Хĕл Мучипе Юр Пике саламĕсем тыткăна илнине палăртнă. Республикăри пур хулапа районта та уяв мероприятийĕсене çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернине палăртса хăварнă Чăваш Ен культура министрĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников Раççей Спорт министерстви Чăваш Ен ытти регионсемпе танлаштарсан Пĕтĕм тĕнчери спорт кунĕсене чи ăнăçлă та пысăк шайра йĕркелесе ирттернине пĕлтернĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕсенче тата ытти тĕрлĕ спорт сооруженийĕнче официаллă майпа 300 яхăн спорт мероприятийĕ йĕркелесе ирттерме май килнĕ. Ытларах çемьепе, ачасен ушкăнĕсемпе хоккейла, волейболла, баскетболла, футболла выляссипе ăмăртусем ирттернĕ. Çĕнĕ çулти кану кунĕсенче ишме юратакансем бассейнсене çӳренĕ. Пурĕ 35 пин çын бассейнра хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 20 пинĕ – ачасем, 15 пинĕ – çитĕннисем. Чăваш Республикинче сывлăхпа спорт декадине пĕтĕмпе 322 пин çын хутшăнма кăмăл тунă. Калăпăр, кăрлачăн 5-мĕшĕнче, Спортпа сывлăхăн пĕрлехи кунне спорта кăмăллакан 150 пин çын хутшăннă. Вĕсене валли спортăн тĕрлĕ енĕпе секцисем ĕçленĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, уяв мероприятийĕсенче çынсем айăпланма та ĕлкĕрнĕ. Асăрханнулăха пăхăнманни - инкеке ленкнисен тĕслĕхĕсем çирĕплетеççĕ. Шупашкарта пăртан хатĕрленĕ тăвайкисенчен ярăнса аннă чухне 12 çын суранланнă, конькипе ярăннă чухне – 15 çын. Михаил Игнатьев муниципаллă влаç органĕсенче халăхсем хушшинче сывлăха упрассипе çыхăннă ыйтусемпе асăрхаттарупа ăнлантару калаçăвĕсем ирттерме сĕннĕ. Граждăнла оборона тата черезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Чăваш Енри Патшалăх Комитечĕн Председателĕ Вениамин Петров 2012 çулăн раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен ӳсĕр çынсем пирус туртнине пула пушарта 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине палăртнă. Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, ытти çулхисемпе танлаштарсан 2012 çулта «Пулăшу службине» шăнкăравлакансен шучĕ уявсен вăхăтĕнче 2 хут чакнине каланă. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çирĕп контрольлесе тăнине палăртса хăварнă. Пиротехникăпа алхасакансен шучĕ те палăрмаллах чакнă. Чăваш Республикинчи ШĔМ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çулти уяв мероприятийĕсем кăлтăксемсĕрех иртсе кайнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем çирĕп яваплăха туйни сисĕннине палăртнă. «Çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр, çынсен кăмăлĕсем те туллии, халăхăн культура шайĕ ӳсни те куç кĕрет, йĕркене пăсакансен шучĕ çулсеренех чаксах пырать – йĕрке хуралĕнче тимлекенсен ĕçĕ тухăçлă пулни савăнтарать. Йĕркене пăснă пĕр тĕслĕхе те асăрхамасăр хăвармалла мар, ун чухне пурнăç тата та лайăхрах пулĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикинчи промышленноç комплексĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Енĕн экономика министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ. Республикăра «АККОНД», «Букет Чувашии» АУПĔ «Чебоксарский электроаппаратный завод», «Август» «Вурнарский завод смесевых препаратов», «Чебоксарская керамика» АХП тата ытти нумай предприяти çулталăка пысăк кăтартусемпе вĕçленине каланă. Пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



14 января 2013
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter