Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту тата федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртнĕ

Кăрлачăн 12-13-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш шкулĕн çĕнĕ манежĕ çăмăл атлетикăна юратакансене йышăннă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту тата федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртнĕ. Раççейри 20 регионтан килнĕ спортсменсене, вĕсен тренерĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев саламланă. «Спорт инфратытăмне аталантарассипе Чăваш Енре чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Манеж çĕнелни те чуна савăнтарать. Чăваш спортсменĕсем ăна тахçанах кĕтнĕ, тинех вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Малашне çăмăл атлетикăпа интересленекенсем йышланасса, манеж чемпионсен шкулĕ пуласса шанатăп», - тенĕ Михаил Васильевич. Ачасене çакăн пек пысăк, лайăх условиллĕ керменсене çÿреме чĕнсе каланă, спортпа туслă çын сывлăхлă, вăйлă, илемлĕ пулнине палăртнă. Раççей спорт министрне Виталий Муткона çăмăл атлетика манежне юсаса çĕнетме, РФ çăмăл атлетика федерацине ăмăртусем ирттерме пулăшнăшăн тав тунă. Валентин Балахничева тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерне Михаил Кузнецова алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Валентин Балахничев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре çăмăл атлетика тата ача-пăчапа çамрăксен спорчĕ ăнăçлă аталанса пынине палăртнă. «Çĕнĕ манеж - Раççейри тата Атăл тăрăхĕнчи чи лайăх сооруженисенчен пĕри. Кунта тĕнче тата çĕр-шыв ăмăртăвĕсем ирттерме условисем çителĕклĕ», - савăнăçлăн палăртнă Валентин Васильевич. Çавăн пекех савăнăçлă парада Раççей Паралимп комитечĕн вице-президенчĕ Лев Селезнев, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин, ЧР çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ, «АККОНД» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки Елена Иванова, XXX Олимп вăййисен бронза призерĕ Татьяна Архипова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Андреев, тĕнче тата Европа чемпионки Ольга Егорова хутшăннă. Олимп чемпионĕсем Юлия Зариповăпа Юрий Борзаковский, Олимп вăййисен бронза призерĕ Екатерина Поистогова, тĕнче чемпионки Елена Соболева, Раççей спорт мастерĕ Елизавета Савлинис та ăмăртăвăн сумлă хăнисем пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн ирттерекен ăмăрту - республикăри чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Кăçалтан ăмăрту Раççей статусне илнĕ, унăн программи те улшăннă: старта «элита» тата «ылтăн резерв» /20 çула çитмен юниорсем/ категорине кĕрекен атлетсем тухнă. Вĕсем икĕ куна пынă ăмăртура медальсен 19 комплектне çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ. 400 ытла спортсмен хăвăрт утас, чăрмавсем тата барьерсем урлă чупас, йĕтре тĕртес, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикес, 200, 800, 1500, 3000 метра чупас енĕпе тупăшнă. (Андрей Михайлов) Тĕплĕнрех



14 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter