Туризмшăн çул уçă

Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци музейĕнче регионти туризм аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ирттернĕ. Унта вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, министрсем, туркомпанисемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - Чăваш Ен, хăйне евĕрлĕ наци культурине упраса хăварнăскер, туристсемшĕн илĕртÿллĕ, кунта экологи лайăх, канмалли тата сипленмелли условисем хăтлă. «Пирĕн тĕллев - республикăн туризм рынокĕнчи конкурентлăхне çĕклесси, вăл Раççейĕн малашлăхлă туризм зонисенчен пĕри пулса тăтăр. Алла-аллăн ĕçлес кăмăллă предпринимательсемшĕн эпир пулăшуçă пулăпăр, патшалăх енчен укçа хывма, туризма аталантармалли условисем йĕркелеме хатĕр. Пирĕн мĕн пур хăватпа, ресурспа усă курмалла,Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлемелле», - тенĕ Михаил Васильевич.

«Çавра сĕтелте» юлашки вăхăтра республикăн инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатас енĕпе нумай ĕç тунине, туризма аталантармалли майсем çуралнине палăртнă. Çав шутра вăрмансен 622 гектарне Шупашкар хула тăрăхĕн чиккине кĕртнĕ, çĕрсене туризмăн тĕрлĕ енне аталантарма парĕç. Кăçал «Газпромăн» 500 млн тенкĕлĕх инвестици программипе килĕшÿллĕн Атăл леш енне газификацилеме пуçлаççĕ, ку асăннă территорин инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерет. 2019 çулта - Шупашкара никĕсленĕренпе 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май 25 млрд тенкĕрен кая мар инвестици пулмалла, социаллă пурнăçпа культура тата йăла учрежденийĕсем валли хушма укçа уйăрас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енре туризма аталантармалли тĕп çул-йĕрсем çинчен доклад тунă. Вăл палăртнă тăрăх - федераци программине республикăн икĕ инвестици проектне, Шупашкар районĕнчи «Ясна» туркомплекс тата «Шупашкар: 500 çул» паркри «Амазони» этнокомплекс строительствине, кĕртнĕ. Çакă туристсем валли çĕнĕ маршрутсем тата экскурси программисем йĕркелеме пулăшĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 января 2013
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter