Михаил Игнатьев: «Чемпионсем пирĕн пайтах пулĕç-ха»

Кăрлачăн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Олимп балĕнче пулнă. Иртнĕ çулхи спорт ăмăртăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, республикăри чи лайăх спортсменсене, тренерсене, спорт журналисчĕсене чысланă савăнăçлă уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн саламĕнче палăртнă тăрăх - республика спортсменĕсемшĕн иртнĕ çул пуян, ăнăçлă пулнă. «Бюджетри кашни тенке спорта аталантарма, Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн яратпăр. Чăваш çĕрĕ - пулăхлă, шансах тăратăп, чемпионсем пирĕн малашне пайтах пулĕç-ха», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Савăнăçлă каçа хутшăннисене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорт канашĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев саламланă.

Паллă ĕнтĕ: 2012 çулта спортри тĕп çитĕнÿ пирĕн атлетсем Лондонра XXX Олимп тата XIV Паралимп вăййисене хутшăнни пулнă. Чăваш Ен представителĕсем унта тивĕçлипе ăмăртнă. Пирĕн Олимп вăййисене хутшăннă 5 спортсменран тăваттăшĕ хăйсен дисциплинисенче планета çинчи чи лайăх 10 спортсмен йышне кĕнĕ. Кусем - Лондонри Олимпиадăра бронза медаль илнĕ Татьяна Архипова, 2012 çулхи Вăйăсене хутшăннă Ирина Калентьева, Кристина Савицкая, Альбина Майорова, Елена Наговицына.

Паралимпиадăн виçĕ хут чемпионки, чăваш спорчĕн историйĕнче пуçласа Паралимп медалĕсене, çитменнине тата харăсах виçĕ «ылтăн», çĕнсе илнĕ Елена Иванова тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче республикăра çулленех ирттерекен «Чи лайăх спортсмен», «Чи лайăх спорт резервĕ», «Адаптаци спорчĕн чи лайăх спортсменĕ», «Чи лайăх тренер» смотр-конкурссенче çĕнтернисене наградăланă.

Акă 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Татьяна Архипова - Чăваш Республикин чи лайăх спортсменĕ. СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кузнецов «Чăваш Республикин 2012 çулхи чи лайăх тренерĕ» ята тивĕçнĕ. Иртнĕ çулта адаптаци спорчĕ енĕпе Чăваш Республикин чи лайăх спортсменĕ - Елена Иванова. «Чăваш Республикин 2012 çулхи спорт резервĕ» номинацире Раççейĕн самбо енĕпе хĕрсен хушшинче ирттернĕ ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи, хĕрсен хушшинче ирттернĕ тĕнче ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Эдера Лаврентьева мала тухнă.

Çак уявра тивĕçлĕ наградăсемпе премисене республикăри журналистсен хушшинче йĕркеленĕ «Спорт стилĕ» смотр-конкурс çĕнтерÿçисем те илнĕ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 января 2013
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter