Туçи ялĕнчи синкер: Хăрушă!

Çĕрпӳ районĕнчи Туçи ялĕнче пурăнакан Елена Михайлова ĕнер ирхи 5 сехетре хăрушă сасăпа вăраннă. Хăйсен хваттерĕ вырнаçнă панель çуртра /Октябрь урамĕ, 2/ йăлари газ сирпĕннине тӳрех ăнланайман-ха вăл, чӳрече каррине вут хыпса илсен вара ывăлĕпе пĕрле кÿршисем патне чупнă. Иккĕмĕш хутра пурăнаканскерсем пусма ишĕлнĕрен аялалла анайман, ыттисем пек урама тÿрех тухайман. «Юрать-ха çамрăксем, çав шутра хамăн ывăл та, çухалса каймарĕç: «Унталла ан кай, çулăм алхасать, ку енчен тухмалла» тесе кăтартса-каласа пычĕç. Плитасене тытма май çук - чĕтренеççĕ. Балкон пулнă вырăнтан /вăл, паллах, ишĕлсе аннă/ урама тухрăмăр. Йĕри-тавра йăтăнса аннă плита выртать. Çăлавçăсем ун чухне çитейменччĕ-ха», - хăрушă саманта куçĕ умне кăларать Елена Геннадьевна. Çав çуртри 3-мĕш хутри 17-мĕш хваттерте пурăнакан Роза Шернякова та ытлари кунхи ире çÿçенмесĕр аса илеймест: взрыв кÿршĕре - 18-мĕш хваттерте - пулнă-çке, унăн 40 çулти ывăлĕ Андрей ишĕлчĕксене пула суранланнă. «Урине хĕстерсе хунă унăнне. Андрей кăшкăрать, анчах тухаймасть. Кÿршĕ Миша та кăшкăрать. Вĕсене иккĕшне те больницăна илсе кайрĕç», - пăлханса пĕлтерет Роза Егоровна. Çĕрпÿ район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертÿçи Александр Панфилов /вăл граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемшĕн яваплă/ каланă тăрăх - инкек пирки çак çуртра пурăнакан хĕрарăм ирхи 5 сехет иртсен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Оперативлă ушкăнсем тÿрех чĕннĕ вырăна тухса кайнă. «Пушарнăйсемпе çăлавçăсем, аварипе çăлав техники синкере сирме васканă. Инкек пулнă çуртран 5 çынна пушар пусмипе урама илсе тухнă. Ишĕлчĕксене тасатса икĕ арçынна туртса кăларнă. Вĕсенчен пĕрин пĕç шăмми хуçăлнă тата вăл нимĕн пĕлми-туйми пулнă, теприн вара кĕлетки 10% пиçнĕ. Суранланнăскерсене больницăна ăсатнă. Шел, икĕ çын вилнĕ: 1960 çулта çуралнă хĕрарăм тата 16-ри каччă. Малтанласа палăртнă тăрăх инкек сăлтавĕ - газ сăрхăнни. Синкер мĕне пула тухнине малалла тĕпчеççĕ», - лару-тăрупа паллаштарать Александр Николаевич. Вăл каланă тăрăх 18 хваттерлĕ çак çуртра 44 çын пропискăра тăрать. Вĕсене вăхăтлăха ача садне тата шкула вырнаçтарнă, çывăрмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ, апат çитереççĕ. Психологсем кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕр. Малтанласа палăртнă тăрăх - ку çурта юсама май килмест, çавăнпа Чăваш Ен Правительстви Çĕрпÿ район администрацийĕпе пĕрле шар курнисем валли пурăнмалли вырăн шырама пуçланă ĕнтĕ. «Япалăрсене кăшт каярахпа, çăлавçăсем ирĕк парсан, кĕрсе илме пултаратăр. Унччен вара çурта йĕркелĕх хуралçисем сыхлĕç», - ăнлантарчĕç çынсене ял тăрăхĕн администрацийĕнче. Октябрь урамĕнчи темиçе çурта газпа хутса ăшăтаççĕ, инкеке пула вĕсем патне «кăвак çулăм» çитми пулнă. Ятарлă служба ĕçченĕсем ăшăсăр юлнăскерсене вăхăтлăх схемăпа газ сечĕсемпе çыхăнтараççĕ. «Çурта пĕлтĕр çеç газпа хутса ăшăтмалла тунăччĕ. Çакăншăн тÿлеме кредит илнĕччĕ, парăма халĕ те татман-ха. Ку çурт вырăнне çĕннине тăвиччен ялти тăвансем патĕнче пурăнма тивет ĕнтĕ», - чун ыратăвне пытармасть Елена Михайлова. Синкере лекнисене пулăшмашкăн Чăваш Ене Хусанти тата Чул хулари шыравпа çăлав отрячĕсем, кÿршĕ субъектсенчи пушар подразделенийĕсем тата психологсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Çăлавпа авари ĕçĕсене хальхи вăхăтра Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн оперативлă ушкăнĕ /ертÿçи - центр пуçлăхĕ Игорь Паньшин генерал-лейтенант/ ертсе пырать. Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче йăлари газ сирпĕннĕрен Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕнче оперативлă штаб йĕркеленĕ.(Ирина Клементьева)

 



16 января 2013
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter