Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Туçи ялĕнчи инкек тухнă вырăна пăхса çаврăнсан ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Туçи ялĕнче пулнă. Инкек тухнă вырăна пăхса çаврăнсан вăл ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, унта ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, республика Правительствин членĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи вырăнти влаç органĕсен ĕçченĕсем, ыттисем хутшăннă. Михаил Игнатьев пĕтĕм служба васкавлă ĕçленине, кирлĕ мерăсене вăхăтлă йышăннине палăртнă. Синкер вырăнĕнче Правительствăн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский ертсе пыракан комиссийĕ кунĕпех ĕçленĕ. Вăл каланă тăрăх - взрыва пула шар курнă çурта юсаса çĕнетме май килмест, çавăнпа ăна ишсе çак вырăнтах çĕннине тума йышăннă. ЧР Строительство министерствине проект ĕçĕсене пуçлама хушнă. Ку çурта 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма планлаççĕ. Инкек тÿснĕ çынсене Чăваш Республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене арендăна илме сĕннĕ. Ку мелпе усă курма, Шупашкара куçма 6 çемье кăмăл тунă. Çĕрпÿ районĕнчех юлас текенсем валли вара уйрăм сутуçăсенчен Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ валли районтах хваттер туянма, вĕсене инкек курнисене арендăна пама сĕннĕ. Синкерте вилнĕ икĕ çыннăн çемйисене 1-ер млн тенкĕ укçа парса пулăшĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ видеоçыхăну мелĕпе çак лару-тăрăва Раççей ГКЧС ертÿçипе Владимир Пучковпа сÿтсе явнă. Владимир Пучков Чăваш Ен Правительствинчен заявка - инкек курнисене федераци бюджечĕн шучĕпе пулăшмашкăн - йышăнма хатĕррине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



16 января 2013
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter